Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Вадим Сысоев — тĕнче чемпионĕ

Вадим Сысоев — тĕнче чемпионĕ

Чỹк уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Сербин Белград хулинче кадетсем, çамрăксем тата яш-кĕрĕм хушшинче каратэ спорт вăййипе тĕнчен ХII чемпионачĕ тата тĕнче Кубокĕ иртнĕ. Унта Красноармейски вăтам шкулĕн 7 “а” класĕнче вĕренекен Вадим Сысоев та тупăшнă. Белградри “Вапjikа" спорт комплексĕнче икĕ кун хĕрỹ кĕрешỹ пынă. Унта Европăпа Ази тăрăхĕсенчи 16 çĕр-шывран питех те вăйлă кĕрешỹçĕсем пухăннă. Раççейĕн тĕп командинче хамăр çĕршыври регионсенчи — Мускав хулинчен, Чăваш, Тутар Республикисенчи, Брянск, Белгород, Чĕмпĕр обла-çĕсенчи, ытти тăрăхри спортсменсем хутшăннă. Пирĕн спортсменсем Раççей чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ. Красноармей-ски вăтам шкулĕн 7 “а” класĕнче вĕренекен Вадим Сысоев 12—13 çулсенчи арçын ачасем хушшинче каратэ спорчĕн кумитэ енĕпе командăпа ăмăртса ХIII тĕнче чемпионатĕнче тата Тĕнче кубокĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, тĕнче чемпионĕ пулса тăнă. Пысăк çĕнтерỹ! Саламлатпăр!

Л. Артемьев



26 ноября 2019
14:28
Поделиться
;