Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çăкăр комбинатне — экскурсие

Трак вăтам шкулĕн вĕренекенсем тăтăшах экскурсине тухса çỹреççĕ. Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кунĕн мероприятийĕсемпе килĕшỹллĕн 2 “б” класра вĕренекенсем (класс ертỹçи В.П. Лукина) “Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ” ООО-ра пулса курнă. Экскурсие амăшĕсен комитечĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Асăннă предприятинче йĕркелекен экскурси “Çăкăр вăл — пурнăç!” девизпа тата “Яш-кĕрĕм сывă пурнăç йĕркишĕн!” икуйăхлăх шучĕпе иртнĕ. Вĕренекенсем кунта çăкăр-булка продукцине хатĕрленине курма тата тутанса пăхма пултарнă. Кĕçĕн класра пĕлỹ илекенсемшĕн тутлă тата ырă шăршă парнелекен экскурси асра юлнă.



26 ноября 2019
14:31
Поделиться
;