Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Илемлĕ чечексем — юратнă çын валли парне

Илемлĕ чечексем — юратнă çын валли парне

Амăшĕсен кунне халалласа Красноармейскинчи ача-пăча пултарулăх çуртĕнче "Подарок маме своими руками" ятлă мастер-класс иртрĕ. Амăшĕсен кунĕ — çулталăкри чи çутă та таса уявсенчен пĕри. Анне — кашни çыншăн пурнăçра чи хаклă çын. Ача амăшĕ пулса хĕрарăм хăйĕнче чи пахалăхлă енсене уçать: ырăлăх, юрату, тимлĕх, сапăрлăх... Кашни ача хăйĕн амăшне юратнине пĕлтерес тесе ăна савăнтарма, ырă ĕçсем тума тăрăшать: тĕрлĕ сувенирсем, открыткăсем, хăй аллисемпе ăсталанă парнесем... Амăшĕсен кунĕ тĕлне вĕренекенсем валли ача-пăча пултарулăх çуртĕнче "Подарок маме своими руками" мастер-класс иртрĕ. Педагогсем ертсе пынипе шкул ачисем кашни çулçăна, чечек тунине асăрханса касса хут çине çыпăçтарчĕç. Мастер-класа çỹрекенсем ĕçе пурте хаваспах пурнăçларĕç. Юратнă çынсем валли ачасем хăйсен аллисемпе ăсталаса тĕлĕнмелле илемлĕ чечексем ăсталарĕç. А. Клементьева.



26 ноября 2019
14:33
Поделиться
;