Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Трак ен аграрийĕсем тĕп уявра савăнчĕç

Трак ен аграрийĕсем тĕп уявра савăнчĕç

Иртнĕ эрнекун Трак енре Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Районти Культура çуртне хамăр тăрăхри ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче вăй хуракансем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, вĕсен ертỹçисем, тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансем, культура ĕçченĕсем пухăнчĕç. Кунĕ ăшă та хĕвеллĕ килчĕ. Çанталăкĕ çăвĕпех пĕр канмасăр тар тăкнă çĕр ĕçченне ырăлăх парнеленĕнех туйăнчĕ. Урамра ял хуçалăх продукчĕсемпе суту-илỹ турĕç. Ямайкассинчи Г. Тихонов фермер купăста, "Таябинка Агрофирма" ООО вăрлăхлăх çĕр улмин "гала" сортне сĕнчĕç. Районти "Общепит" ООО ĕçченĕсем уява килнисене тутлă шашлăкпа хăналарĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи лапамра вара кашни ял тăрăхĕх "Кĕркунне патĕнче хăнара" ятлă конкурс-куравпа паллашма май туса пачĕ. Культура çурчĕн фойинче вара чикĕллĕ яваплă "Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ" тата "Общепит" обществăсем хăйсен продукцийĕсен куравне йĕркелерĕç. Залта ларма-тăма вырăн çук тейĕн. Райцентрти вăтам шкулсенче вĕренекенсем çăкăр çитĕнтерекене халалланă сăвăсем вуларĕç. Унтан чăваш тумне тăхăннă пике район ертỹлĕхне, хаклă хăнасене халь çеç пĕçернĕ кăпăшка çавра çăкăрпа тăвар сĕнчĕ. Сцена çине район пуçлăхĕ В. Петров, район администрацийĕн ертỹçи А. Кузнецов, хамăр район кураторĕ, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Кудряшов улăхаççĕ. Сергей Владимирович Трак енри аграрисене Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен праçникĕпе ăшшăн саламлать, малашнехи çăмăл мар ĕçсенче ăнăçусем сунать, Чăваш Ен Пуçлăхĕн, ЧР Министрсен Кабинечĕн ячĕпе ăшă сăмахсем калать. Епле уяв-ха вăл парнесемсĕр? Шупашкар хăни агропромышленность комплексĕнчи чыслă ĕçшĕн "Караево" ОООн тĕп бухгалтерне Е. Серафимовăна, "Нива" ЯХПКри машинăпа ĕне сăвакан оператора Л. Яковлевăна, "Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ" ОООн директорне Е. Сидоровăна, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутатне Е. Федорова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне пачĕ. Агропромышленность комплексĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Нива" ЯХПКан тракторист-машинисчĕ А. Бажбенов,ЧР Патшалăх ветеринари службин "Красноармейски районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци" БУн ертсе пыракан ветеринарĕ врачĕ Н. Григорьев, "Красное Сормово" ОООри машинăпа ĕне сăвакан оператор В. Ефимов, Россельхозбанкăн Красноармейски ялĕнчи хушма офисĕн тĕп менеджерĕ Т. Иванова, "ВОЛИТ" ОООн ветеринари врачĕ Н. Никитина, "ВОЛИТ" ОООн тĕп бухгалтерĕ Ю. Николаева, Янкасри ветеринари участокĕн заведующийĕ В. Феофанова, "Красное Сормово" ООО тракторисчĕ Н. Харисанов ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Ветеринари тытăмĕнче яваплăха туйса тăрăшнăшăн Яманакри тата Карайри ветеринари участокĕсен заведующийĕсене Н. Соловьевăпа С. Федотовăна ЧР Патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотипе чысларĕç. Уява пухăннисен ячĕпе район пуçлăхĕн В. Петровăн та ăшă сăмахсем чылай тупăнчĕç. Вăл "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене "Нива" ЯХПКан бухгалтерне Н. Козловăна, ЧР Патшалăх ветеринари службин "Красноармейски районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци" БУн пуçлăхĕн çумне Р. Павловăна, "ВОЛИТ" ООО директорне В. Петрова, РФ агропромышленность комплексĕнчи професси союзĕсен ĕçченĕсен Тав çырăвне "Нива" ЯХПКри профсоюз организацийĕн председательне Н. Александровăна, РФ агропромышленность комплексĕнчи професси ĕçченĕсен регионти уйрăмĕн Хисеп грамотине "Нива" ЯХПК председательне Ю. Козлова пачĕ. Райадминистрацин экологи, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăну тытакан сектор заведующийĕ Н. Арсентьева кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Трак енри ял хуçалăх предприятийĕсем 38 пин тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çапла май Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ тунă Килĕшĕве 126 процент пурнăçланă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ, малтан палăртнă тăрăх, 28,2 центнерпа танлашнă. Вăл "Красное Сормовăра" 35,9, "Таябинка Агрофирмăра" — 33,7, "Караевăра" 28,4 центнер пулнă. 40 гектар çинчи кукурус 273 тонна вăрлăх панă, вăтам тухăç 68 центнерпа танлашнă. "Иккĕмĕш çăкăра" 314 гектар çинче çитĕнтернĕ, ăна 8650 тонна пухса кĕртнĕ, çĕр улмин вăтам тухăçĕ 267 центнер пулнă. Трак енре техникăлла культурăсене çитĕнтересси вăй илсе пырать. Кăçал 1789 гектар çинче горчица (сарă пăрăç) çитĕнтернĕ. Ăна 2095 тонна çапса илнĕ, гектартан вăл 12 центнер тухнă. Çитес çулхи тухăçшăн вăй хурса кăçал 4792 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă, вăл çитерсе панă планăн 106 проценчĕпе танлашать. Юлашки вăхăтра хальиччен усă курман 462 гектар çĕре пусăçаврăнăшне кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те уйрăм ỹсĕм пур. Кăçалхи 9 уйăхра 585 тонна аш-какай, 5576 тонна сĕт туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне "Красное Сормовăра" 79, "Караевăра" —31, В. Василев хресченпе фермер хуçалăхĕнче 24 пуç ỹстернĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни ĕнерен 4312 кг (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 106 процент ỹснĕ) сĕт суса илнĕ. Кăçалхи ĕç çинче О. Васильев комбайнер ("Таябинка Агрофирма" ООО) 2719 тонна тĕш тырă тĕшĕленĕ. А. Маркова ("Красное Сормово" ООО) тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 5561 кг сĕт суса илнĕ, çак тапхăрта Н. Николаева ("ВОЛИТ" ООО) талăкра мăйракаллă шултра выльăхсен ỹт хушаслăхне 700 ытла грама çитернĕ. Умра _ выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли тапхăр. Çавна валли 3800 тонна утă, сенаж _ 9718, 8602 тонна силос е условнăй выльăх пуçне 27,6 центнер апат единици хатĕрленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем машинăпа трактор паркĕсене çĕнетессипе те сахал мар тăрăшаççĕ. Кăçал 66824 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи 23454 тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи тăхăр уйăхри ял хуçалăх производствинчи ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, чикĕллĕ яваплă "Красное Сормово" (С. Иванов), "Таябинка Агрофирма" (А. Попов), "Караево" (О. Борисов) обществăсем 1-2-3 вырăн йышăннă. А. Кузнецов вĕсене Дипломсемпе Кубоксем пачĕ. Кăçал 100 гектар çĕр пуçне "ВОЛИТ" ООО (В. Петров) чи нумай сĕт, "Красное Сормово" ООО (С. Иванов) чи нумай аш-какай туса илнĕ, "Таябинка Агрофирма" ООО (А. Попов) чи нумай тĕш-тырă тата çĕр улми, В. Шумилов ХФХ пахча-çимĕç çитĕнтернĕ тесе пĕлтернĕ. Вĕсене Дипломсемпе, ертỹçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Ял хуçалăхĕнче чыслă ĕçшĕн А. Кузнецов "Таябинка Агрофирмăн" кладовщикне А. Александровăна, В. Васильева ХФХан ферма заведующине Л. Васильевăна, "Красное Сормово", "Таябинка Агрофирма" ОООсен водителĕсене О. Гурьевпа Д. Данилова, вĕсенчи В. Яковлев тата Ю. Шуряшкин трактористсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, "Нива" ЯХПКан бухгалтер-кассирне Н. Егоровăна, Э. Иванов ХФХри А. Комаров тракториста, "Таябинка Агрофирмăри" Н. Никитина ĕçчене, "Нива" ЯХПКри машинăпа ĕне сăвакан оператора Д. Хайбуллина, "Досаево" ЯХАн бухгалтерне И. Яковлевăна Тав çырăвĕсемпе наградăларĕ. Праçникре РФ Патшалăх Думин депутачĕсен Н. Маловпа Л. Черкесовăн ял хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе килнĕ савăнăçлă телеграммисемпе паллаштарчĕç. Трак енри аграрисене хăнасем — Муркаш тата Çĕрпỹ район администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем Р. Ананьевăпа Б. Марков саламларĕç, парнесем кỹчĕç. Уявра Трак енри вĕрентỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Суховетрюк "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх акцине хутшăннă ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене тав туса Хисеп хучĕсем пачĕ. Юлашкинчен уяв концерчĕ пулчĕ. Ял ĕçченĕсене Пикшикри тата Чатукассинчи кану çурчĕсем çумĕнчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Георгий Борзин



29 октября 2019
10:18
Поделиться
;