Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕтĕм тĕнчери Мир кунне палăртрĕç

Пĕтĕм тĕнчери Мир кунне палăртрĕç

Красноармейски салинчи Мир рашчинче пысăк уяв пулчĕ. Пĕтĕм тĕнчери Мир кунне халалланă ку уява Трак шкулĕн 2, 6, 10-мĕш класĕсенче вĕренекенсем йывăçсем лартса палăртма шутларĕç. Лартма вырăнĕ те пур, вăл Трак пуххи лапамĕнчен Кайри Карăк еннелле Шетмĕ шывĕ хĕрринчи çул çинче. Ку вырăна малтан “Вилĕмсĕр полк” рашчи теттĕмĕр. Çуркунне унта 300-ре яхăн йывăç хăй вырăнне тупрĕ. Тĕплĕнрех шутланă хыççăн ку вырăна Мир рашчи (Тăнăçлăх кати) ят парас шухăш çуралчĕ. Чăнах та, çĕр çинче пур çĕрте те кашнин мирлĕ пурнăç курас килет. Çавăнпа та асăннă вырăнта çак шухăшпа йывăçсем лартса илемлетсен мирлĕ пурнăçшăн тăрăшни пулĕ тетпĕр. Çак шухăшпа эпир Трак шкулĕнчи ашшĕсен канашĕн ертỹçи В.Н. Дмитриев тата иккĕмĕш классен ертỹçи А.М. Леонтьева патне тухрăмăр. Вĕсем ку шухăша хапăл тусах йышăнчĕç. Антонина Михайловна хăйĕн малтанхи çулĕсенчи вĕренекенĕсемпе туслă çыхăну тытать, çавăнпа та Мир рашчи иккĕмĕш класра вĕренекенсем çеç мар, халĕ 6, 10-мĕш классене çитнĕ ачасем те пухăнчĕç. Нумайăшĕ ашшĕ-амăшĕсемпе пычĕç. Мир рашчинче çак кун 160 ытла тĕрлĕ йывăç вырăн тупрĕ. Вĕсен шутĕнче кедр, хурăн, лиственница, вĕрене, ăвăс, пилеш, палан, катăркас, хура чие çырли, амур бархачĕ, хăва... Йывăç лартнă çĕрте пирĕнпе пĕрле республикăри ашшĕсен совечĕн членĕ Александр Яковлев Елчĕк районĕнче пурăнакан ашшĕпе пулчĕç. Вĕсем йывăç лартакансене хавхалантарса тăчĕç. Юлашкинчен пурте сăн ỹкерттертĕмĕр. Çавăн чухне пурте “Мир” сăмаха харăссăн нумай хут каларĕç, çавăнпа та Мир рашчи хăйне тата хỹхĕмрех туйрĕ. Вучах çинче курăксемпе вĕретнĕ сиплĕ чей хатĕр пулчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ пылак çимĕçпе чей ĕçсе килентĕмĕр. Уява хутшăннă ачасене, ашшĕ-амăшĕсене, класс ертỹçине А. Леонтьевăна, М. Филимонова, А. Никифоровăна питĕ пысăк тав тăватпăр, ырă сывлăх, ăшра çутă, мирлĕ туйăмсем сунатпăр. Кашни ялтах çакăн пек Мир рашчисем ешерме пуçласан пирĕн юратнă Трак ен татах та илемлĕрех те вăйлăрах пулнă пулĕччĕ. С. Мефодьева.



08 октября 2019
08:52
Поделиться
;