Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

М. Игнатьев — Трак енре

М. Игнатьев — Трак енре

Иртнĕ шăматкун, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев “Таябинка Агрофирма” ООО-на çитсе курнă. Организацин учредителĕ Ю. Попов хăнана кăçалхи ĕç çи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кунта пĕтĕмпе 11,7 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 30 центнерпа танлашнă. Горчицăна пĕтĕмпех алла илнĕ, ăна 2 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç — 14 центнер. Обществăра “иккĕмĕш çăкăра” пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ. Ăна пĕтĕмпе 7 пин тонна алла илнĕ, çĕр улми кашни гектартан 350 центнерпа танлашнă. М. Игнатьев çĕр улми тухăçĕ, пахалăхĕ аваннине палăрнă. ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ О. Васильев кунта 10 çул ытла вăй хурать. “Çакă савăнтарать, — тенĕ вăл. — Агрофирма ертỹçисем техника паркне çĕнетессипе чылай тăрăшаççĕ. Паянхи вăхăт ыйтакан ком- байнсем çинче ĕçлеме епле меллĕ. Ĕç укçи те аван тухать, хулана, ытти çĕре каяс шухăш çук. Ăçта çуралнă, унта юранă, теççĕ-çке ентешсем. Халĕ яллă вырăнта та ача-пăчана ỹстерме аван. Çакна эпĕ нумай ачаллă ашшĕ пулнă май калатăп. Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕ тăван халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерес тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен калакан указĕ çине алă пуснине пĕлтĕм. Ку ырă ен”. М. Игнатьев çĕр улми управĕн хранилищисене кĕрсе курнă. Кунта “иккĕмĕш çăкăра” упрама тивĕçлĕ условисем, пĕр пек температура, нỹрĕклĕх тытса тăраççĕ. “Вĕсене патшалăх панă субсидисемпе усă курса тунă. Пысăк тухăçа упрама çуркуннечченех пултаратпăр”, — тенĕ Таябинка “Агрофирма” ООО-н директорĕ А. Попов. М. Игнатьев обществăн уй-хирĕнче пулса курнă. Кунта кĕрхи тулăн калчи сип-симĕссĕн ешерет. Иртнĕ çумăрсем калчана туллин аталанма май пачĕç. Сивĕсем çитиччен вĕсем вăй илчĕç, лайăх хĕл каçĕç”, — тенĕ республика Пуçлăхĕ.



01 октября 2019
13:46
Поделиться
;