Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Газ ĕçченĕсем — професси уявĕнче

Газ ĕçченĕсем — професси уявĕнче

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче, эрнекун, тулли мар яваплă “Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешĕвĕн филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра вăй хуракансем професси уявне — Нефть, газ тата топливо промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тума пухăнчĕç. Çав ятпа хăйсен стадионĕнче пысăк уяв иртрĕ. ЗЛПУМГна йĕркеленĕренпе 35 çул çитрĕ. Газ тытăмĕнче вăй хуракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов саламларĕ, çирĕп сывлăх, тулли ăраскал, ăшă кăмăл, ăнăçу сунчĕ. Александр Николаевич чыслă ĕçшĕн, хăйсен тивĕçне туллин пурнăçланăшăн ĕçе йĕркелес тата нормăлас енĕпе ĕçлекен инженера Ю. Семеновăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе, И. Николаев дефектоскописта, Заволжски клубăн илемлĕх ертỹçине Е. Небытова, участокри проектпа смета тата юсав ĕçĕн инженерне А. Филиппова район администрацийĕн Тав ху-чĕпе наградăларĕ. Чылайччен пычĕ уяв. Праçнике килнисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Каçхине уяв фейерверкĕ пулчĕ.



10 сентября 2019
14:43
Поделиться
;