Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ С. Димитриев — Трак енре

Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ С. Димитриев — Трак енре

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ С.П. Димитриев ĕçлĕ çул çỹревпе Трак тăрăхĕнче пулнă. С. Димитриев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов социаллă хỹтлĕх пайĕнче, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта тата Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин "Йĕпреçри ПНИ" БУн Упири филиалĕнче пулса курнă, ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Хăнасемпе пĕрле Упире "Йĕпреçри ПНИ" БУн директорĕ Н. Чугаров çỹренĕ, вĕсем филиалти медицина кабинечĕсемпе, çывăрмалли корпуссемпе, столовăй ĕçĕ-хĕлĕпе, котельнăйпа, çăвăнса тасалмалли комплекспа паллашнă. Сергей Петрович юлашкинчен çул çỹрев хыççăнхи асăрхаттарусем çинче чарăнса тăнă.



13 сентября 2019
13:37
Поделиться
;