Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Комисси ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ертсе пынипе наркотике хирĕçле ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă. Наркотике хирĕçле тăвакан пирĕн тăрăхри ĕçсем пирки РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Цивиль-ский" пайĕн районти уйрăмĕн аслă уполномоченнăйĕ В. Васильев каласа кăтартнă. Район администрацийĕн вĕрентỹ пайне, ял тăрă-хĕсене, полици уйрăмĕпе пĕрле профилактика мероприятийĕсем анлăрах туса ирттерме, яш-кĕрĕм хушшинче анлă калаçусем йĕркелеме хушнă. Ларура икккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕн психологĕ Т. Яковлева 2018-2019 вĕренỹ çулĕнче йĕркеленĕ социаллă психологи тест кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Ларура юлашкинчен çуллахи каникул кунĕсенче çул çитменнисен канăвне йĕркелес, вĕсен сывлăхне çирĕплетес ыйтăва еплерех йĕркеленине пăхса тухнă.



13 сентября 2019
09:20
Поделиться
;