Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ăратлă сурăх ĕрчетме пĕтĕм услови пур

Красноармейски районĕнчи Именкассинчи Посадскисем кил хуçалăхĕнче яланах нумай выльăх тытнă, сурăх ĕрчетнĕ. Вĕсен шучĕ 70 пуçран та иртнĕ, йыш çулсерен ỹснипе пурăна киле 200-е те çитнĕ. Килти витере вырнаçайми пулсан кỹршĕ ялти юхăнса ларакан фермăна арендăна илсе унта усрама тытăннă. 2012 çулта Денис Посадский ашшĕпе Леонид Ивановичпа пĕрле хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян вĕсен витинче — 300 ытла сурăх, 50 качака. Экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илеççĕ, çав хушăрах селекци енĕпе те ĕçлеççĕ. Уйра купăста та ỹстереççĕ.

Качака сĕтне — сыр тума

Паянхи фермăна малтан çỹп-çап йăваланнă, пиçен-вĕлтĕрен ашкăрса ỹснĕ вырăнта хута янă. Ĕмĕтленни пурнăçланатех. “Хăçан та пулин çак вырăнта ферма çĕкленĕ. Эпĕ уншăн савăнăп”, — тенĕ тăван тăрăхне чунтан юратакан Денис. Куç хăрать те — алă тăвать. Тахçан комбикорм завочĕ пулнă вырăна йĕркене кĕртнĕ Посадскисем. Йывăç-тĕме касса, çĕре якатса тирпейленĕ. “Ура пусма вырăн çукчĕ, йĕри-тавра тем те пĕр йăваланса выртатчĕ. 37 машина çỹп-çап тиесе кайрăмăр. Пайтах нушаланма тиврĕ. Чи малтан ку вырăнта скважина чавма шухăшларăмăр. “Выльăх валли шыв кирлĕ-çке. Юхăнса ларакан фермăна илсен самай тарăхрăмăр. Унта шыв çукчĕ”, — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Леонид Иванович. Сăмах май, вăл ĕмĕрĕпех хуçалăхра ĕçленĕ: ĕне фермин заведующийĕ, инженер-строитель, тракторист-водитель, снабженец... Вырăнти хуçалăх салансан хăйĕн ĕçне пуçарма шухăш тытнă. “Халь тин манран Мускав тăрăх шапаша çỹресси пулмĕ, çамрăках мар. Ỹркенмесен тăван тăрăхрах ĕçлесе пурăнма май пур”, — тенĕ вăл. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă Леонид Иванович. Денис — ХФХн тĕп зоотехникĕ. Ывăлĕ Руслан та ялта çемьепе пĕрлех ĕçлет. Мăнукĕсем те аслашшĕ-кукашшĕн ырă тĕслĕхне курса çитĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, хĕрĕн Ольгăн ывăлĕ Данила пĕчĕкренех çуллахи каникул вăхăтĕнче кĕтỹ кĕтет, мĕн пур качакана сăвать, утă хатĕрлеме пулăшать. Çавала пулла çỹрет. Кукашшĕ каланă тăрăх, алли кирек мĕнле ĕç патне те пырать унăн. Вĕренỹре те тăрăшуллă. 2012 çулта Посадскисем “Ĕçе пуçăнакан фермер” программăна хутшăнса гранта тивĕçнĕ. Çав укçапа трактор туяннă. “Куйбышевская” ăратри сурăхсем тата 2 така илсе килнĕ. Посадскисен паян 300 пуç ытла сурăх. “Вĕсен шутне 500-е çитерес тĕллевпе пурăнатпăр”, — терĕç Дениспа Леонид Иванович. Шăпах çак вăхăтра уйра çỹрекен кĕтỹçсем шăнкăравларĕç: “Пĕр сурăх тỹрех виçĕреш туса пачĕ”. Путексене илме эпир те пĕрле хире вĕçтертĕмĕр, сурăха тата типме те ĕлкĕреймен путексене машинăна хурса килтĕмĕр. “Сурăхсен çурри ытларахăшĕ пăранламалла. “Романовская” ăратри тỹрех 3-4 путек тăвать, çавăнпа йыш час ỹсет. “Куйбышевская” çулталăкра пĕр хутчен 1 е 2 путек пăранлать. Ку ăратăн какайĕ чылай тухать”, — каласа кăтартрĕ Денис. Сурăх-качака ĕрчетнисĕр пуçне хуçалăхра сăвакан 4 ĕне. Вьетнам сыснисем, чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăрккасем, хир кăвакалĕсем, кроликсем тытаççĕ. Ку ĕç ытларах кил хуçи арăмĕ Любовь Александровна çине тиенет. Ĕçе тиркесе тăмаççĕ ку çемьере. Кам пушă — çавă выльăха апат парать е ĕне-качака сăвать. Пĕр-пĕринпе килĕшỹре пурăннипе те Посадскисен пурнăçĕ ăнать. Качака сĕтне ирсерен Шупашкара сыр хатĕрлеме леçеççĕ. Сурăх какайне киле пырса туянакан нумай. Пусса пама ыйтакан та йышлă, теприсем чĕрринех илсе каяççĕ. “Сурăх какайĕ усăллă. Унпа нимĕн те танлашаймасть, вăл таса. Какай шăршăллă ан пултăр тесен сурăха пусма та пĕлмелле”, — палăртрĕ Денис.

Пĕр уй — купăста

Посадскисен купăста ани катаранах ем-ешĕл курăнать. Кăçал ăна вĕсем пĕрремĕш хут лартнă. Калчана килти теплицăра ỹстернĕ. Çаврăнăçуллăскерсем ăнса пулнăскерĕн пĕр пайне сутма та ĕлкĕрнĕ. Çавал юхан шывĕ хĕрринех лартнăран çуллахи вăхăтра шăварма меллĕ пулнă. “Крауткайзер” сорт уйрăмах тухăçлă-мĕн. Хĕрлĕ кучанлă купăста та ăнса пулнă. Ăна ытларах кафе-ресторан валли туянаççĕ. Çитес çул урăх тĕрлĕ çимĕç те лартса пăхасшăн. 130 гектар çинче çавăн пекех сĕлĕ, люцерна акса ỹстереççĕ, утă туса илеççĕ. “Çĕртме уйăхĕ хĕвеллĕ пулчĕ, йĕркеллех çулса типĕтрĕмĕр. Иккĕмĕш хутĕнче те çумăра лекмерĕмĕр. Хĕл каçмашкăн утă çителĕклех”, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Леонид Иванович. Икĕ çул каялла вĕсем “Выльăх ĕрчетекен çемье ферми” программăна хутшăннă, 5 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе техникăна çĕнетме май килнĕ. Халĕ çĕрпе ĕçлемешкĕн йăлтах пур: косилка, утă тавăрмалли аграгат, пресс, трактор. Çавăн пекех 2 “электрокĕтỹçĕ” туяннă. Нумаях пулмасть “Белорус” трактор кỹрсе килнĕ. Сурăхсен йышĕ ỹссех пынăран виççĕмĕш вите хăпартма пуçăннă Посадскисем. Çитес çул пахча çимĕç управĕ тăвасшăн. Кăшкарĕ хатĕр ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра фермăра çемьесĕр пуçне тата 2 çын ĕçлет. “Шалупа вăхăтра тивĕçтеретпĕр, премипе те хавхалантаратпăр, утă, тырă е какай кирлĕ-и — нихăçан та хирĕçлеместпĕр”, — каласа кăтартрĕ Леонид Иванович.

“Яла чун туртать”

Теприсем кашни кунах ялтан хулана ĕçе çỹреççĕ пулсан, Денис Посадский тул çутăлнă-çутăлман Именкассине вĕçтерет. Хăй каланă пек, ял валлиех çуралнă вăл. Шкулта вĕреннĕ чухне хими предметне питĕ килĕштернĕ. 1998 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн химипе биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Сурăхсемпе кăсăкланасси аслă шкулта пĕлỹ илнĕ вăхăтра пуçланнă. Ялта ашшĕпе те канашланă. Паллах, вăл ывăлĕн ĕмĕт-тĕллевне ырланă. Сурăх усрама пуçличчен Мускав, Тула, Ярославль, Иваново, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсене, Мари Эла, Тутарстана çитсе килнĕ, ыттисен опычĕпе паллашнă. 2006 çулта Ярославль облаçĕнчен “Романовская” ăратлă 8 сурăх илсе килнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесси çакăнтан пуçланнă та. Денис Посадский паян ытларах селекци енĕпе ĕçлет, икĕ ăрата пĕтĕçтерет. “Куйбышевская” ăратран пулнисем халĕ çулталăкне 2 хутчен 2-3 путек пăранлаççĕ. Университетри профессорсем те унăн ăсталăхĕнчен тĕлĕнеççĕ. Халĕ вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн магистратуринче вĕренет. “Сурăх ĕрчетессине çĕнĕ шая кăларасчĕ. Çакăн пирки ăслăлăх ĕçĕ çыратăп”, — ĕмĕт-шухăшĕпе паллаштарчĕ Денис Посадский. “Хыпар” хаçатран.



06 сентября 2019
13:46
Поделиться
;