Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Газ участокĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

Иртнĕ ытларикун район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов “Газпром газораспределение Чебоксары” АОн Çĕрпỹ хулинчи филиалĕн Красноармейскинчи газ участокĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Унта филиал пуçлăхĕ Л. Филиппов хутшăннă. А. Кузнецов газ участокĕн ĕçченĕсем Трак енре пурăнакансемшĕн питех те пысăк, яваплă ĕç пурнăçланă пирки пĕлтернĕ. Вăл вĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă, ăнăçу суннă. Александр Николаевич В. Федотов слесаре тата И. Васильев водителе район администрацийĕн Тав çырăвне панă.



06 сентября 2019
09:45
Поделиться
;