Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

И. Моторинпа С. Артамонов — Трак енре

Иртнĕ эрнере Трак енре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Шупашкар хăнисем пирĕн тăрăхра вырма ĕçĕсем епле пынипе паллашнă. Çавна май вĕсем "Таябинка Агрофирма" ОООна çитсе курнă. Общество учредителĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю. Попов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ака лаптăкне 18,7 процент ỹстернĕ. Вăл халĕ 5944 гектарпа танлашать. Пĕрчĕллĕ культурăсене 2200 гектара яхăн пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 34,3 центнерпа танлашать. "Таябинка Агрофирма" ОООн генеральнăй директорĕ А. Попов палăртнă тăрăх, кунта 1729 гектар çинчен горчица вырса илнĕ, ăна 2075 тонна тĕшĕленĕ, вăл пĕр гектартан 12 центнер тухăç панă. “Горчицăна пĕтĕмпех пухса кĕртрĕмĕр. Çак культурăн пĕр пайне ют çĕршыва ăсататпăр”, — тенĕ Юрий Алексеевич. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов районта вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Кăçал 14207 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Халĕ унăн çуррине яхăн лаптăкне пухса кĕртнĕ. Çĕртме сухи тăвас, кĕр тыррисем акас ĕçсем малалла пыраççĕ.



03 сентября 2019
15:53
Поделиться
;