Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Вырма ĕçĕсене хатĕрленсе

Вырма ĕçĕсене хатĕрленсе

Иртнĕ кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов Трак енре ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. С. Артамоновпа пĕрле пирĕн тăрăха ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕпе экологи комитечĕн председателĕ С. Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н. Курчаткинпа Ю. Попов, республикăри пысăк агропромышленность пред-приятийĕсен ертỹçисем килнĕ. Вĕсем выльăх апачĕ хатĕрлес тата вырмана тухма хатĕрленес ыйтусемпе интересленнĕ. Шупашкар хăнисем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа “Таябинка” Агрофирма” ОООна çитсе курнă. Обществăра 6037 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Вĕсенчен 3965 гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ, 250 гектар çинче “иккĕмĕш çăкăр” çитĕнет. Кăçал техникăлла культурăсене (горчица) 1729 гектар акса хăварнă. Вăл иртнĕ çулхинчен 4 хут пысăкрах лаптăк йышăнать (2018 çулта — 480 гектар). Е. Николаева тĕп агроном вырмана хатĕрленес ĕç епле пыни çинчен каласа кăтартнă. Горчица гектартан 15 центнера яхăн тухасса кĕтеççĕ. С. Артамонов çул çỹревĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе вырмана тĕплĕн хатĕрленмелли, комбайнсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли, тырă типĕтмелли комплекссене, складсене çĕнĕ тырă йышăнма тасатса дезинфекци тумалли пирки каланă. Трак тăрăхĕнче тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсене, графикпа килĕшỹллĕн, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Гостехнадзор инспекцийĕнче пĕтĕмпе 43 “уй-хир карапне” шута илнĕ. Чи малтан пирĕн тăрăхра “Красное Сормово” ОООри ĕç çине хутшăнакан техника тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Кăçал кунти 4 комбайн яваплă тапхăра хутшăнать. Ун хыççăн “Таябинка” Агрофирма” 7 уй-хир карапне” тĕрĕслеве тăратрĕ. Техника тĕрĕслевне Чăваш Енĕн тĕп Гостехнадзор пуçлăхĕ С. Вязовский хутшăнчĕ. Ĕç çи валли обществăна тепĕр çĕнĕ комбайн килмелле. Тĕрĕслевре çавăн пекех Çĕрпỹпе Сĕнтĕрвăрри тата хамăр районти гостехнадзор инспекцийĕсен пуçлăхĕсем Ю. Григорьевпа Ю. Иванов пулнă.



26 июля 2019
15:55
Поделиться
;