Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тĕп тĕллев – вырмана хӑвӑртлатасси

Тĕп тĕллев – вырмана хӑвӑртлатасси

Республика Пуçлӑхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӱ, Красноармейски тата Вӑрнар районĕсенче ĕççине еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

«Авангард» обществӑн «Çĕрпӱ беконĕ» филиалĕн акакан лаптӑк 3929 гектар йышӑнать. Ял хуçалӑх культурисене 7 комбайнпа пухса кĕртеççĕ.

- Çурла уйӑхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 180 гектар çинчен 8000 центнер тухрĕ. Тухӑç кашни гектартан вӑтамран 44 центнер тухрĕ, - пĕлтерчĕ филиал директорĕ Юрий Федотов. – Уйран пĕтĕм тыр-пула сушилкӑра типĕтме Олег Егоров, Владислав Леонтьев, Леонид Игнатьев, Алексей Григорьев, Александр Васин, Эльфат Сагдеев, Денис Михайлов туртараççĕ. Комбайнсене ашшĕпе ывӑлĕ Вадимпа Артем Липатовсем, Николай Ефремов, Сергей Васильев, Николай Казаков, Сергей Степанов, Леонид Арсентьев тухӑçлӑ ĕçлеттереççĕ.

Кунта кульурӑсене çумӑр куллен лӱшкеме пуçличчен  пуçтарса кĕртме пĕтĕм май пур. ЧР Пуçлӑхĕ Çавал тӑрӑхĕнчи миçе хуçалӑх тыр-пула пухма тухнипе кӑсӑкланчĕ.

- Районти мĕн пур харпӑрлӑхлӑ 16 хуçалӑхран 9-ӑшĕ вырмана тухнӑ, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлӑхĕ Андрей Павлов.

Михаил Игнатьева хурав тивĕçтермерĕ, кӑçалхи вырма кая юлса килнине, çанталӑк çумӑра кайма пултарассине шута илсе уя комбайн кӑларман хуçалӑхсене ĕççине пуçлама чĕнсе каларĕ.

Çĕрпӱ тӑрӑхĕнчи «ВДС» обществӑн та хура пĕлĕтсем куллен хупӑрлама тытӑниччен ӑна вĕçлеме техникӑпа ĕçлекенсем çителĕклĕ.

- Обществӑра ял хуçалӑх культурисем 4580 гектар шутланаççĕ, - терĕ çак предприятин учредителĕ Анатолий Федоров. – Тырпула 6 комбайнпа пухса кĕртетпĕр. Паян уйра 5-ĕн. Вĕсен рулĕ умĕнче – Анатолий Евдокимов, Николай Яковлев, Владимир Сидоров, Александр Степанов, Алексей Прокопьев. Тырпа сушилкӑна Сергей Анисимов водитель, ыттисем турттараççĕ. Паянхи кун тĕлне 115 гектар çинче 3600 центнер тĕшĕленĕ. Тухӑç кашни гектартан вӑтамран 31,3 центнер. Республикӑн тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Раççей ял хуçалӑхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Изосим Романов çĕртме тӑвать.

Михаил Игнатьев Анатолий Федорова вырмана хӑвӑртлатнӑшӑн, пĕтĕм ĕçе паха пурнӑçланӑшӑн тав турĕ. Ӑна Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмӑра та çӱллĕ шайра йĕркелеççĕ. Унӑн тĕп ертӱçи, ЧР Патшалӑх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хуçалӑхра ĕççи сарӑлса пыни çинчен каласа пачĕ.

- Тырӑ пулса çитнĕ, - терĕ. – Пĕрчĕри нӱрĕк шайĕ çурлан 7-9 мĕшĕсенче 20-24 процентчĕ. 10-мĕшĕнче 15 çеç. Комбайнсем пурте хирте. «Таябинкӑн» тĕш тырӑпа пӑрçа йышши культурисем 3798 гектар. Вӑхӑтра пухса кĕртме техника çителĕклĕ.

ЧР Пуçлӑхĕ тырӑ типĕтмелли агрегат ĕçне тишкерчĕ. 10-мĕшĕ тĕлне вырмана тухман хуçалӑхсем Красноармейски районĕнче те пурччĕ. Михаил Васильевич район администрацийĕн пуçлӑхне Сергей Молоткова хӑй Трак ен тӑрӑхĕнче пулнӑ кунран пуçласа пĕтĕм хуçалӑха вырмана пуçӑнмаллине хытарсах каларĕ.

Ĕççине Вӑрнарти аш-какай комбиначĕн механизаторĕсем пысӑк ĕмĕтпе пуçӑннӑ. Комбайнсем пĕр чарӑнмасӑр ĕçлеççĕ. Ю.Попов ертсе пынипе пысӑк тухӑçлӑ тыр-пула çанталӑк çумӑра кайиччен пухса кĕртме тĕллев лартнӑ. Ӑна пурнӑçласси иккĕлентермест. ЧР Пуçлӑхĕ районти ытти хуçалӑхӑн вырмари хӑвӑртлӑхĕпе кӑсӑкланчĕ.

- 10-мĕшĕ тĕлне икĕ ял хуçалӑх организацийĕ çеç комбайнсене хире кӑларман, - пĕлтерчĕ район администрациĕн пуçлӑхĕ Леонид Николаев. – Фермерсем пурте выраççĕ.

 Михаил Игнатьев ĕççине хӑвӑртлатма ыйтрĕ. Журналистсен ыйтӑвĕсене хуравласа çапла каларĕ:

- Республикӑра вырмана 20-25 кун кая юлса тухни нихӑçан та пулман. Культурӑсем каярах пиçсе çитнĕрен тыр-пула пухса кĕртме кирлĕ вӑхӑт иртнĕ çулхисенчен самай сахалрах. Çавӑнпа хуçалӑхсен вырмана хӑвӑртлатмалла.   



"Советская Чувашия"
15 августа 2017
16:41
Поделиться
;