Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Учительсен августри конференцийĕ

Августăн 27-мĕшĕнче Красноармейски ял тăрăхĕн информаципе культура центрĕнче йăлана кĕнĕ Трак енри учительсен августри конференцийĕ пулса иртнĕ.

Центрăн фойинче районти шкулсенче вĕрентекенсем чечексен выставкине йĕркеленĕ. Конференцие хутшăннă педагогсене райцентрти шкулсенче вĕренекенсем саламланă.
Конференцинче район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ А. Васильев “Красноармейски районĕнче физикăпа математика тата чăн наукăсене вĕрентессине аталантарасси” темăпа доклад туса панă. Доклада сÿтсе явма 4-ăн хутшăннă.
Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, республикăри конкурент политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ А. Елисеева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, уçă йышши “Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. Николаев, республикăри Вĕрентÿ институчĕн проректорĕ А. Кульева, ЧР муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, ĕçпе вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. Прохоров хутшăннă, малтанхи тăваттăшĕ сăмах тухса каланă. 
(Конференци еплерех иртни çинчен хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче каласа паратпăр.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
29 августа 2014
10:34
Поделиться
;