Депутатсен ларăвĕ
Ĕнер район депутачĕсен Пухăвĕн 38-мĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унта район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси, районăн муниципаллă харпăрлăхри объектсене ЧР патшалăх харпăрлăхне парасси, А. И. Васильев депутатăн полномочийĕсене вăхăт çитиччен чарса лартасси, район депутачĕсен Пухăвĕн саккунлăхпа йĕркелĕхе çирĕплетес, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас тата депутат этики енĕпе ĕçлекен председателĕн тивĕçĕсене урăх депутат çине хурасси, вырма ĕçĕсем тата вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ 2014—2015 вĕренÿ çулне хатĕрлесси, муниципаллă авариллĕ çурт-йĕртен граждансене çĕнĕ хваттерсене куçарнă чухне хваттер лаптăкĕн чи пĕчĕк виçине çирĕплетесси çинчен, ытти ыйтусем пăхса тухрĕç.
Вĕсемпе район администрацийĕн право тата кадрсен ĕçĕн секторĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ О. Васильев, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А. Михайлова, район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ С. Молотков, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ А. Васильев, район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ С. Григорьев тухса каларĕç.
Сÿтсе явнă пур ыйтупа та депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.