Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейски районĕнчи Чатукассинче ял уявне паллă турĕç

Ку паллă вырăн йĕркеленнĕренпе 900 çул çитрĕ. Уяв лапамне чечексемпе, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, плакатсемпе илемлетнĕ. Ял халăхне пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа хавхалантарчĕç. Пурте чăваш çи-пуçне тумланни паха. Уява Чатукассинче пурăнакансем çеç мар, таврари ялсенчен те йышлăн пухăннă. Чатукассин историйĕ 1114-мĕш çултан пуçланать. Документсем тăрăх, ял ячĕ «чатак», вăл икĕ çул пĕрлешнĕ вырăна пĕлтерет, тата «кас» сăмахсенчен пулса кайни паллă. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи Пỹлер-Хусан-Муром аслă çулĕ Красноармейски тăрăхĕпе иртнĕ. Чатукасси патĕнче вара çул икĕ еннелле пайланнă, вăл вырăнта Бибарс патшан отрячĕ тĕпленнĕ пулнă.

Ял халăхĕ нĕсĕлсен йăли-йĕркине упрать. Çавăнпа та уявра Чатукассисем ĕлĕк мĕнле тырă аланине, пир çапнине сăнларĕç. Хăнасене алă ĕçĕсен куравĕпе, юрă-ташăпа паллаштарчĕç. Тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков чи хастаррисене хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Ял çак хушăра палăрмаллах аталаннă. Кашни çуртрах газ, шыв пур. Çамрăксен урамĕ йĕркеленни те савăнтарать. Ял пуласлăхĕ вĕсен аллинче.



22 июля 2014
13:48
Поделиться