Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Андрей Шестаков шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе тĕл пулчĕ

Ку евĕр тĕл пулу пĕлтĕр те иртнĕччĕ. Кăçал вара унта 8 шкулти 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакан 55 çамрăк хутшăнчĕ.

Андрей Владимирович калаçăва тÿрех район администрацийĕ çамрăксен политики енĕпе ирттернĕ ĕçсенчен пуçăнчĕ. Акă, районти çамрăксен правительстви çинчен положени йышăннă. Унăн председателĕ пулма Константин Евгеньева суйланă. Çамрăксен активлăхне хăпартас, пуçарулăхне ÿстерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран пĕр хут паракан стипендине иртнĕ çул 7 номинацире панă, кăçалтан вара стипендиатсем уйăхсерен 1000-шер тенкĕ илсе тăрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ учрежденийĕсен юлашки курсĕсенче вĕренекен тата диплом илсен тăван районта виçĕ çултан кая мар ĕçлеме кăмăллакан студентсене те ятран стипендисем пама пăхнă. Шел те, кунашкаллисем çав тери сахалăн тупăннă. Çамрăксемпе ĕçлекен специалистăн А. Ефимован ĕçлекен çамрăксен пĕрлешĕвĕсене те йĕркелештерсе ĕçе анлăрах явăçтармаллине палăртрĕ Андрей Владимирович.

Районта наци программисене, çав шутрах вĕрентÿ енĕпе те, пурнăçа кĕртес тĕллевпе укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Халĕ вĕсем патшалăх программисем урлă пурнăçланаççĕ. Акă, шкул çурчĕсене тĕпрен юсама çулленех çине тăраççĕ. Трак шкулĕнче, калăпăр, спортзала, ăшăтмалли тытăма, Красноармейски шкулĕнче столовăя йĕркене кĕртнĕ, пластик чÿречесем лартнă, видеосăнав вырнаçтарма 90 пин тенкĕ уйăрса панă, Янкасри шкул çулĕчченхи ушкăн çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Карайра шкул тăррине çĕнĕрен витнĕ, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм йĕркелештернĕ. Чатукасси шкулĕнче блокпа модульлĕ котельнăй ĕçе кĕртнĕ. Çывăх вăхăтра ăна Пикшик шкулĕпе “Чебурашка” тата “Звездочка” ача сачĕсенче те вырнаçтармалла. Район центрĕнчи тĕп стадиона реконструкцилес тĕллевпе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Красноармейскинчи Спорт çуртĕнче те юсав ĕçĕсем ирттермелле.

А. В. Шестаков малалла çамрăксене район тата отрасльсем епле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Район бюджечĕ 220 миллион ытла тенкĕпе танлашать пулсан, 60 проценчĕ вĕрентÿ тытăмне тытса тăма каять. Ял хуçалăхне инвестицисем хывасси ÿсет. Кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, техника 2, 5 хут ытла суммăлăх — пурĕ 67 единица — туяннă. Район центрне тирпей-илем кĕртессипе чылай вăй хунă: почта çурчĕ умĕнче, Ленин урамĕн мăшăрлă енĕпе, Красноармейски вăрманĕ витĕр иртекен çул хĕррипе тротуарсем сарнă. Кирпĕч завочĕ тулли хăватпа ĕçлеме тытăннă. Район центрĕнче 59 хваттерлĕ çурт хăпартаççĕ, унти 10 хваттере авариллĕ çуртсенче пурăнакансене уйăрса пама пăхнă.

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçал вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, ĕç рынокне йĕркелештерессипе, предпринимательлĕхпе, автобуссен маршручĕсемпе, район центрĕнче çĕнĕ артскважина чавассипе, çулсем, бассейн тăвассипе, обществăлла мунча хăпартассипе, кĕнеке лавкки уçассипе тата ыттипе те çыхăнчĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
20 декабря 2013
09:45
Поделиться
;