Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Бюджет ыйтăвĕ кашнинех хумхантарать

Иртнĕ юн кун, Трак енре те, ытти çĕрти евĕрех, черетлĕ инфомаци кунĕ иртрĕ. Ку хутĕнче кун йĕркине чылай пысăк ыйтусем кĕчĕç: “Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015—2016 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ. Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015—2016 çулсенчи тапхăрти бюджет политикин тĕп енĕсем”. “Раççей Федерацийĕн Конституцине —20 çул”. “Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта юхан шывсемпе пĕвесем пăрпа витĕннĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси çинчен”. “Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна малалла аталантарасси çинчен”. “Пирус туртмаллине хирĕçле саккуна пурнăçламалли мерăсем çинчен”.

Пирĕн ушкăн (унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Г. Матвеев тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Алманч ял тăрăхĕнче пулчĕç.

Шăп çав кун ял тăрăхĕн хĕрлĕ кĕтесне Алманч ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем, вырăнти актив “Алманч ял тăрăхĕн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015—2016 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ” пирки халăх итлевне пухăннă. Çитес çул тата малашнехи тапхăрта ку тăрăх еплерех аталанасси тата çынсен пурнăçĕ кашнинех шухăшлаттарать пулас. “2014 çулта Алманч ял тăрăхĕн бюджечĕ 4299 пин тенкĕпе танлашмалла, — тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов. — Ĕç укçи тÿлеме çеç 900 пин, кану çурчĕсемпе вулавăшсене тытса тăма 1550 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Бюджетăн тупăш пайĕн 1220 пин тенкине хамăрăн пуçтарма тивет. Кăçалхи хисеппе танлаштарсан вăл самаях пысăк кăтарту. Çавăнпа яваплăх тепĕр хут ÿсет. 2013 çулта çĕр налукĕ пухмалли тĕллеве те ку таранччен 49 процент кăна тултарнă. Ял тăрăхĕнче тымар янă, çĕрпе усă куракансенчен хăшĕ-пĕри хăйсен яваплăхĕ çинчен манаççĕ. Акă, В. Тимофеев хресченпе фермер хуçалăхнех илер. Вăл 80 гектар çĕре арендăна илнĕ, ял халăхĕн çĕрĕсемпе те килĕшÿ тумасăр усă курать. Анчах тÿлев пирки манать. Пĕр сăмахпа каласан, малашне еплерех пурăнасси хамăртан нумай килет”.

Информаци кунне хутшăннисем малтанах ял тăрăхĕн активĕпе, унтан Алманчри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогсен коллективĕпе тĕл пулчĕç. М. Голубев информаци кунĕн темипе тухса калаçрĕ, вун-вун цифра илсе кăтартрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл вĕренÿ ыйтăвĕсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. “Малтан палăртнă тăрăх, çитес çул район бюджечĕ 220 миллион тенкĕпе танлашмалла, — терĕ Михаил Дмитриевич. — Унăн 64 процентне Трак енри вĕренÿ отраслĕ “çисе ярать”. Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче районти педагогсен вăтам ĕç укçи 17896, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче вăй хуракансен 15425 тенкĕпе танлашрĕ, ку таранччен воспитательсем ĕç укçи вырăнти бюджетран илсе тăнă пулсан, çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен район бюджетĕнчен илсе тăрĕç. Енчен те вĕрентекенĕн ĕç укçине тăтăшах ÿстерсе пыраççĕ пулсан, эпир педагогсенчен вĕсен ĕçĕн юлашки кăтартăвĕшĕн те çирĕпрех ыйтма тивĕç. 2014 çулта 2552 пин тенкĕ шкулсене (Трак, Карай, Именкасси шкулĕсем), 300 пин тенкĕ ача сачĕсене тĕпрен юсанă çĕре яма пăхатпăр. Малашне шкулсенчи коридорсенче урай хăмасем вуçех пулмалла мар, ăна вут-кăварта çунман линолеумпа е кафельлĕ плитапа улăштармалла. Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ çăл куçсенчен укçа-тенкĕ тупса, Упи вăтам шкулĕнче 250 пин тенкĕ хывса видеосăнав приборĕсем лартма вăй çитерчĕç. Кăна ырламалла çеç. Паян ку шкулти вĕренекен кашнин куçĕ умĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ район шайĕнчи олимпиадăсене хамăр та асăннă шкул никĕсĕ çинче ирттеретпĕр. Çитес çул районти ытти шкулсенче те çак ĕçе вĕçлемелле. Асăннă ĕçе вĕçне çитерме 315 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Видеосăнав приборĕсене ача сачĕсенче те лартма вăхăт çитрĕ. Кăçал Чатукасси шкулĕнче çул çитменнисен ушкăнне уçма май килчĕ. Малашлăхра Алманчпа Еншик Чуллă вăтам шкулĕсенче çакна пурнăçламалла. Ку тĕллевпе кашнин валли 160-шар пин тенкĕ уйăрмалла”.

М. Голубев кăçал çĕр-шывра пирус туртнине хирĕç саккун йышăнни, полицейскисем обществăлла вырăнсенче пирус туртакансене штраф хума пуçлани пирки тухса калаçрĕ, педагогсен ку хутĕнче ăнлантару ĕçне витĕмлĕрех туса пымалли пирки пĕлтерчĕ. Шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ О. Дмитриев хăйне шанса панă ĕçе кашнин тивĕçлипе пурнăçламалли, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса панă чухне перекетлĕх пирки манмалла марри çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Г. Матвеев ял хуçалăх ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, сыснасен африка чуминчен асăрханса Трак енре туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ.

Тĕл пулусене 40-е яхăн çын хутшăнчĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
22 ноября 2013
08:54
Поделиться
;