Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Электрон карттиллĕ пулнă

Медицинăн информаципе тишкерÿ центрĕ” бюджет учрежденийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне республикипе унăн хуçисем 1062 çын пулса тăнă. Ăна илме вара пурĕ 5051 заявлени çырнă.

Универсаллă электрон картти илме заявленисем çырмалли тата асăннă картăсене илмелли пунктсем республикăра 13. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисемпе Муркаш тата Шупашкар районĕсенче вырнаçнă.

Заявлени панă чухне çумра паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви (СНИЛС), обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ пулмалла. Картăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлеççĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
01 ноября 2013
09:44
Поделиться
;