Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Асăрхануллă пуласчĕ

Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнчи 13 пушарта (пĕлтĕрхи çак тапхăрта 11) 2 миллиона яхăн тенкĕлĕх (585 пин те 500) пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Ачасем шăрпăкпа вылянипе, газ приборĕсене тата аçа çапнине пула, пирус тĕпне сÿнтермесĕр пăрахнипе, ытти сăлтавпа пĕрер хутчен вут-кăвар алхаснă. Электричество оборудованийĕпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснипе 5, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕ юсавсăррипе 3 пушар тухнă.

Çавăнпах пушар надзорĕн ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕ районта пурăнакансене ачасене пĕччен хăварма, юсавсăр тата заводра туса кăларман электрооборудованипе усă курма юраманнине, кивĕ тата юхăннă электропăралуксене улăштармалли, газ оборудованийĕн, хутмалли кăмакасемпе ытти приборсен юсавлăхне пăхсах тăмалли, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене хăрăмран тасатмалли, çунакан кăмакасене никамсăр е пĕчĕк ачасене шанса хăвармалла марри, пируса ятарлă вырăнта çеç туртмалли, çиçĕм сиренсем вырнаçтармалли, аслати чухне çуртри мĕн пур электрооборудованине сÿнтермелли пирки тепĕр хут аса илтерет.

Пушар е чрезвычайлă ытти лару-тăру килсе тухсан ра-йонта пурăнакансем кĕсье телефонĕпе 112 номерпе тÿлевсĕр шăнкăравлама пултараççĕ. Вăл е ку обăектсенче пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине пăсни çинчен асăрхаттарусемпе сĕнÿсене кунпа пĕрлех пушар надзорĕн ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмне 2—10—62 е Красноармейскинчи ПЧ-32 диспетчерне 2—23—68 (талăкĕпех ĕçлет) номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
01 ноября 2013
09:43
Поделиться
;