Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Я. Абрамов ячĕллĕ сквер хута кайрĕ

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, Упи ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Енрен Пĕрремĕш Патшалăх Думине суйланнă Яков Абрамович Абрамов ячĕллĕ сквер хута кайрĕ.

Я. Абрамов 1873 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Упи ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Кăçал шăпах унтанпа 140 çул çитрĕ. Ялти чиркÿ-прихут шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ Якку. 33 çулхи Я. Абрамова Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен Пухăвĕ Патшалăх Думин членне суйланă. Дума 1906 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче уçăлнă. Унта Чăваш Енрен икĕ депутат — Я. Абрамов тата К. Лаврский юрист — хутшăннă.

Манмаççĕ ентешĕсем Я. Абрамова. Иртнĕ кĕçнерни кун та Упине хăнасем йышлă килнĕ. Вĕсене Упири кану центрĕнче çăкăр-тăварпа, çепĕç чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Кунти фойене уяв сăнĕ çапнă. Упири вăтам шкулта вăй хуракан И. Матвеевăн тата унăн хĕрĕн, Упири ятарлă шкулта тăрăшакан М. Матвееван сăн ÿкерчĕкĕсенчен, ал ĕçĕсенчен ятарлă выставка йĕркеленĕ. Упи тăрăхне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, парламентри “Справедливая Россия” фракци депутачĕ А. Аксаков, Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В. Николаев, П. Краснов, И. Кушев, О. Николаев, муниципаллă пĕрлешÿсен республикăри канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, Тюмень чăвашĕсен “Тăван” ассоциацийĕн президенчĕ А. Архипов, район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ С. Молотков, ыттисем килсе çитнĕ. Унтан пурте пĕрле Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов ертсе пынипе хальтерех çĕкленĕ Я. Абрамов ячĕллĕ сквера çул тытрĕç. Кунта халăх йышлă пухăннă — Трак енри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, культура тытăмĕнче вăй хуракансем. Савăнăçлă митинга Юрий Витальевич уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ, уява килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. РФ, Чăваш Ен, Трак ен, Упи ен ялавĕсем мăнаçлăн вĕлкĕшеççĕ, вĕсен гимнĕсем янăраççĕ.

— Упи çĕрĕ чăн-чăн паттăрсене çитĕнтернĕ, — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ А. Аксаков.— Вĕсенчен пĕри — Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ Я. Абрамов. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейри пăтрашуллă тапхăрта Чăваш Енрен пĕрремĕш Патшалăх Думине Упи хресченĕ лекме пултарни тĕлĕнмелле. Яков Абрамовичăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр тытса пурăнас тĕллевпе ун ячĕллĕ сквер уçма, унта унăн палăкне вырнаçтарма палăртрăмăр. Çавна май ятарлă счет уçнă. Чылай укçа-тенкĕ пухăнчĕ. Акă паян сквер хăйĕн алăкĕсене уçать, çитес çул вара, РФ парламентаризмĕн кунĕнче, палăка вырнаçтарса лартма пăхатпăр.

Митингра тухса калаçнă В. Николаев, П. Краснов депутатсем, район пуçлăхĕ В. Григорьев, С. Николаев, А. Архипов пирĕн ял тăрăхĕшĕн, районшăн, республикăшăн, çĕр-шывшăн пысăк ĕç туса палăрнă çынсен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмаллине, çакă пулас ăрусемшĕн питех те витĕмлĕ пулмаллине палăртрĕç. Хăнасем хĕрлĕ хăйăва касаççĕ, сквер алăкĕсем яриех уçăлаççĕ. Унтан РФ Патшалăх Думин депутачĕпе А. Аксаковпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Николаев пулас палăк вырăнне чул хурса, хăнасем йывăçсем лартса хăварчĕç.

Ун хыççăн хăнасем Упири кану çуртне пухăнчĕç. Кунта Я. Абрамовăн тăванĕ, вырăнти шкулта пĕлÿ пухакан А. Васильева, ыттисем Я. Абрамов пирки ăш пиллĕн аса илчĕç. Сквера ĕçе яма пулăшнăшăн вырăнти ĕçченсен пĕр ушкăнĕ тĕрлĕ шайри тав хучĕсене тивĕçрĕ. Районти кану çурчĕ çумĕнчи агит-ушкăн, Упири “Упи ен” фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Юлашкинчен савăнăçлă мероприятине хутшăннисем шкул столовăйĕнче апатланчĕç.

 

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
29 октября 2013
09:55
Поделиться
;