Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чирлисемпе ăшă кăмăллă пулмалла

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Трак енре те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Ку хутĕнче унта хутшăнма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. А. Попов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килсе çитрĕ.

Районта информаци ушкăнĕсен ертÿçисем умĕнче тухса калаçнă хыççăн Юрий Алексеевичпа район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков “Красноармейски районĕн тĕп больници” бюджет учрежденине çитрĕç, Л. А. Матвеев тĕп врачпа курнăçрĕç, сиплев уйрăмĕсенче пулчĕç, сывлăх хуралçисемпе тĕл пулчĕç.

Районта пĕтĕмĕшле врач практикин 6 офисĕпе 13 ФАП ĕçлеççĕ. Чатукассинчи, Кĕçĕн Шетмĕри, Карайри офиссене кăçал юсанă, Мăн Шетмĕрине те çĕнетме пуçăннă. Районти тĕп больницăн пур уйрăмĕнче те юсав ĕçĕсем тунă. Буфет уçнă. Медицина оборудованийĕ те чылай туяннă. Сывлăх хуралçисен шалăвĕ те пысăкланнă. Республика Патшалăх Канашĕн Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче ку тĕллевпе Чăваш Енри бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем валли 2 млрд тенкĕ уйăрнине палăртнă май, çакнашкал тĕл пулусем влаç органĕсенче ĕçлекенсене халăх нуши-тертне ытларах пĕлме пулăшнине, коллективсенче обществăлла тĕрĕслев органĕсем кирлине, шурă халатлисен чирлисемпе тимлĕ те ăшă кăмăллă пулмаллине каларĕ.

Тĕл пулура З. З. Баранова, В. И. Перепелкин, В. И. Васильев врачсем, ыттисем ĕçе лайăхлатмалли сĕнÿсем пачĕç.

Трак вăтам шкулĕнчи учительсемпе те Н. И. Антонов директор çумĕ ертсе пынипе тĕл пулу ăшă кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Ю. А. Попов вĕсене çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе лайăхлатма чĕнсе каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков вара вĕрентÿ, медицина, культура, ял хуçалăх отраслĕсенчи кадрсемпе ĕçлессине лайăхлатас тĕллевпе аслă вĕренÿ заведенийĕсен юлашки курсĕсенче вĕренекен тата тăван района таврăнас кăмăллă студентсене хăйĕн хушăвĕпе уйăхсерен 1000-шер тенкĕ ятарлă стипенди тÿлеме йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Ю. А. Поповпа А. В. Шестаков çавăн пекех “Бахча” пĕрлешÿре копалка хыççăн çĕр улми пуçтаракансемпе (кунта район администрацийĕнче, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем вăй хураççĕ) сăмахларĕç, “Таябинка” агрофирмăра та пулчĕç.

Красноармейски ял тăрăхĕн территорийĕнче иртнĕ тĕл пулусене унăн пуçлăхĕ Э. Ю. Ермаков, асăннă хуçалăхсен ертÿçисем Н. М. Мамедовпа А. П. Афанасьев тата районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ А. А. Степанов та хутшăнчĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
18 октября 2013
16:49
Поделиться
;