Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Савăнма сăлтавĕ те пулчĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче пирĕн çĕр-шывра Учитель кунне паллă турĕç. Çавна май Трак енре те кĕрхи кунсемпе пĕрле килекен Вĕрентекенсен праçникне савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç.Тĕп мероприяти Красноармейскинчи вăтам шкулта иртрĕ. Савăнма тепĕр сăлтав та пулчĕ. Уява килнисем кунти коллектива шкулăн 25 çулхи юбилейĕпе те саламларĕç.

Юлашки çулсенче Трак енри вĕрентÿ тытăмĕнче те ырă улшăнусем пулса иртрĕç.

Халĕ районта шкул çулне çитмен муниципаллă ултă тата пепкесене пăхса тăмалли ведомствăллă тепĕр учреждени пур. Вĕсенче 534 ача пĕлÿпе воспитани илет. Сакăр шкул çумĕнче шкул çулне çитменнисен 10 ушкăнне йĕркеленĕ. Унта 162 пепке çÿрет. Иртнĕ çулхи январьте Кĕçĕн Шетмĕри "Çăл куç" ача садĕнче 15 вырăнлă, чÿк уйăхĕнче вара Пикшикри вăтам шкул çумĕнче шкул çулне çитменнисен 21 вырăнлă ушкăнĕсене уçнă, кăçалхи авăн уйăхĕнчен Красноармейскинчи вăтам шкул çумĕнче (Янкас ялĕнче) шкул çулне çитменнисен тепĕр, юпа уйăхĕнчен Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнче тулли кун йĕркипе çул çитменнисен 20 вырăнлă ушкăнĕ ĕçлеме пуçланă. Хăйсен аталанăвĕнче йывăрлăх тÿсекен ачасем "Чебурашка" ача садĕнче вырăн тупнă. Кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне Трак енри 1, 5 çул тултарнă 76 пепке ача садне вырнаçма черет кĕтнĕ.

Районти вĕрентÿ тытăмне çавăн пекех муниципаллă 13 вĕренÿ учрежденийĕ ( 1 — пуçламăш, 4 —тĕп, 8 вăтам шкул) кĕрет. Вĕсем пурте вĕренÿ ĕçне йĕркелесе пыма лицензи тата патшалăх аккредитацийĕ çинчен калакан свидетельство илнĕ. Паянхи куна вĕсенче 1580 хĕрпе каччă (пуçламăш звенора — 595, вăтам классенче — 794, аслă классенче — 211) вĕренет. Çак йыша 163 учительпе 20-е яхăн ытти ĕçчен вĕрентет. Трак енри вĕрентекенсенчен иккĕшне “ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, 13-шне “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ятсем панă, 45-шĕ “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” тата “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ятсене тивĕçнĕ.

Районта 2005 çултан тытăнса реструктуризаци ĕçĕ малалла пырать. Ку таранччен çак витĕме ултă шкул лекнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче классен вĕренекенсемпе туласлăхĕ 13, 0-пе (2012—2013 вĕренÿ çу-лĕнче — 13, 53) танлашнă. Халĕ пĕр педагог пуçне 9, 7 вĕренекен (иртнĕ вĕренÿ çулĕнче — 10, 2) тивет.

Кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче вăтам балл математикăпа 50, 1 (республикăра - 56, 0), вырăс чĕлхипе 65, 3 балл (республикăра — 66, 8) пулнă. Химипе чи пысăк —100 балл Красноармейскипе Трак вăтам шкулĕсен икĕ, историпе пĕр (Красноармейски вăтам шкулĕ) вĕренекенĕсем илнĕ. 80 тата унран та пысăкрах балл пухакансем — пĕтĕмпе 22-ĕн — Красноармейски тата Трак вăтам шкулĕсенче пулнă. Тăхăр каччăпа хĕр “Вĕренÿри уйрăм çитĕнÿсемшĕн” ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсен 58% Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципаллă шайне хутшăннă. 2012—2013 вĕренÿ çулĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсен команди (62 вĕренекен 22 предметпа) 5 диплом (Трак шкулĕн — 4, Именкасси шкулĕн — 1) (2012 çулта — 7) — чăваш чĕлхипе, химипе, биологипе, обществознанипе, технологипе — çĕнсе илнĕ.

2013 çулта 11 вĕренекен тата вĕрентÿ тытăмĕнчи икĕ ĕçчен творчествăри пысăк ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ. Иртнĕ çул район администрацийĕн пуçлăхĕн премине виçĕ вĕренÿ учрежденийĕ (10 пин тенкĕ) тата виçĕ педагог (3 пин тенкĕ) илнĕ. 2012 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕр хутчен паракан стипендине (1 пин) районти шкулсенчи 7 хĕрпе каччă илнĕ. 2014 çултан пуçласа ăна уйăхсерен пама тытăнаççĕ.

Кăçалхи сакăр уйăхра районти шкулсенче вăй хуракан педагогсен уйăхри вăтам ĕç укçи 17018, 2 (2012 çулта — 14800), шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче тăрăшакансен 13807 тенкĕпе (2012 çулта — 8400) танлашнă.

Паянхи куна районти вĕренÿ учрежденийĕсене кадрсемпе çирĕплетсе çитернĕ. Вĕсен вăтам çулĕ 48 çулпа (республикипе — 48) танлашать. Шкулсенче 35 çула çитмен 15 учитель (мĕн пур педагогсен 15, 1%, республикипе — 14, 8) вăй хурать.

2013 çулта вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе лайăхлатас программăпа Трак вăтам шкулĕнче (1333, 3 пин тенкĕлĕх усă курнă), Именкасси шкулне (1261, 2 пин тенкĕ) тĕпрен юсанă; “Ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарас" проектпа Карай (615, 2 пин), Красноармейски (982, 4 пин) шкулĕсенче юсав ĕçĕсене ирттернĕ; 690, 8 пин тенкĕлĕх кĕнекесемпе вĕренÿ пособийĕсем туяннă; Упи (170 пин), Алманч (150 пин), Кĕçĕн Шетмĕ (140 пин) шкулсенче апат-çимĕç блокĕсене юсанă тата çĕнĕ сĕтел-пукан, Пикшик, Трак, Чатукасси шкулĕсем валли çĕнĕ автобуссем туяннă.

Районти мĕн пур шкулсем санитари требованийĕсемпе нормисене тивĕçтереççĕ. Мĕн пур вĕренекенсен 97 проценчĕ (республикипе — 92, 6) вĕри апат çиет.

Трак енри шкулсенче вĕренекенсен 85 проценчĕ (республикипе — 85) хушма вĕрентÿ учрежденийĕсене, кружоксемпе секцисене, тĕрлĕрен факультетсене çÿрет.

Педагогсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, республикăри конкурент политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçи А. Егорова, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев, вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хуракансен профсоюз райкомĕн председателĕн çумĕ С. Суховетрюк ăшшăн саламланă.

Красноармейскинчи вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т. Алексеева, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г. Игнатьева, Трак вăтам шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Федорова, Упи вăтам шкулĕнчи биологипе хими учителĕ Л. Фролова, Упири ятарлă шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С. Григорьева “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тата наукăн хисеплĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ. Упи вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература учительне В. Никитинана чыслă ĕçшĕн РФ Вĕрентÿпе наука министерствин хисеп грамотипе наградăланă. Пикшик шкулĕнчи пуçламăш классен учительници И. Александрова, Красноармейски вăтам шкулĕнчи географи учителĕ С. Суховетрюк ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин хисеп грамотисене, Мăн Шетмĕ, Пикшик вăтам шкулĕсем, “Çеçпĕл” ача сачĕ, О. Семенова (Карай), Д. Филимонов (Мăн Шетмĕ), В. Спасова (Трак) район администрацийĕн пуçлăхĕн çулленех паракан премине, вĕрентекенсен пысăк ушкăнĕ райадминистрацин тата вĕрентÿ пайĕн хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене илме тивĕç пулнă.

Юлашкинчен уява хутшăнакансене Заволжски клуб çумĕнчи пултарулăх коллективĕсем, районти ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем саламланă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
11 октября 2013
13:14
Поделиться
;