Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ушкăнпа тăрăшсан

Еншик Чуллă ял тăрăхне Альбина Тихонова çулталăк ытла ертсе пырать. Унччен Альбина Владимировна вырăнти шкул директорĕнче, унăн çумĕнче тата социаллă педагогра ĕçленĕ. «Хальхи тапхăрта халăхпа ĕçлеме çăмăл мар», - палăртать çĕнĕ пуçлăх. Чăн та çаплах-тăр. Ара, кашнин - хăйĕн пурнăçĕ, хуйхи-суйхи, канăç паман тата татăлман ыйтăвĕ.

Ял тăрăхне 11 ял кĕрет. Вĕсенчи 577 хуçалăхра 1417 çын пурăнать тата 336 килпе дача евĕр усă кураççĕ. Ял ватăлса пынине çак тĕслĕх те яр уççăн çирĕплетет. Выльăх-чĕрлĕх усракансен йышĕ çултан-çул сахалланать. Халĕ 300 çемье кăна ĕне тытать. Сысна, лаша усракан вуçех те пĕчĕк. «Ялти çивĕч ыйтусене пĕччен-иккĕн пухăнса ларса çеç мар, халăхпа канашласа татса пама тăрăшатпăр. Чăн та, çынсене пĕр çĕре, уйрăмах хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче, пухма çăмăл мар. Хамăр вĕсем патне çитетпĕр, вăл е ку ыйту пирки шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлетпĕр. Вара тин ĕçе кÿлĕнетпĕр. Тепĕр чухне укçа тивĕçменни те пулать, ыйтăва пур пĕр кун йĕркинчен кăлармастпăр. Çынсем администраци çуртне вак-тĕвек ыйтупа пымаççĕ вĕт», - каласа парать Альбина Владимировна.

Вырăнти пур ыйтупа та интересленме, ăна тĕпчеме, май пулсан татса пама тăрăшать пуçлăх. Калăпăр, тĕп усадьбăра шăрăх çанталăкра шыв ыйтăвĕ çивĕч тăчĕ. Халĕ насуссене улăштарнă. Кăçал Еншик Чуллăри Учитель тата Вăрман урамĕсенчи 150 метр тăршшĕ çула 300 пине яхăн тенкĕлĕх юсанă. Тирпей-илем енĕпе те вăй хуман мар. Ку тĕлĕшпе районта йĕркеленĕ смотр-конкурсра ял администрацийĕ призлă виçĕ вырăна тивĕçнĕ. Халĕ тĕслĕх вулавăша урăх çурта куçарас ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ. Кунта çакна валли икĕ пÿлĕм уйăрнă. Вĕсенчи ăшă тытăмне йĕркене кĕртнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ «Пĕччен хулă хуçăлать» каларăшăн пĕлтерĕшне аван пĕлет. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме çавăнпах вырăнти актива анлăрах явăçтарма тăрăшать те.



"Хыпар"
26 сентября 2013
08:17
Поделиться
;