Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Учительсен августри канашлăвĕ

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Красноармейскинчи информаципе кану центрĕнче Трак енри педагогсен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕ иртнĕ. 

Унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев “Патшалăхăн федераллă вĕрентÿ стандарчĕсене ĕçе кĕртнĕ май районта воспитанипе ачасене хушма вĕрентÿ парассин хальхи лару-тăрăвĕ тата аталану малашлăхĕ” темăпа доклад туса панă. Доклада сÿтсе явма 9-ăн хутшăннă.

Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Николаев, вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М. Прохоров хутшăннă, малтанхи виççĕшĕ сăмах каланă. (Тĕплĕнрех — çитес номерте).

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
30 августа 2013
07:49
Поделиться
;