Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чăн-чăн уяв пулчĕ

Çурла уйăхĕн вун саккăрмĕшĕ. Вырсарни кун. Хĕвел иртенпех шевлисене ырă сунса çĕр питне ăшăтса илемлетет, çĕнĕ кун парнелет.

Шупашкар хули çинче вара чăн асам темелле. Урамсем каллех халăхпа тулса, юрă-кĕвĕ сассипе чуна çĕклеççĕ. Паян кунта уяв. Пысăк уяв — тĕп хуламăр 544 çул тултарнине палăртса савăнаççĕ çынсем.

— Уяв кунĕ пысăк зарядкăран (çĕнĕ пулăм чăвашра) пуçланнă. Кĕтнĕ 15 пин мар, 25 пин те пухăннă кунта, 3 çулхисенчен пуçласах, — пĕлтерет радио та.

Заливра вара, лапамсенче те юрă-кĕвĕ шăранать, лавккасемпе суту палаткисем таварпа, апат-шĕвексемпе пуян — кашнинех çителĕклĕ.

Ача-пăча каруççельсенче савăнать. Бинокльсемпе савăнакансем те пур. Пурте хаваслă паян. Курав-конкурссем пултарулăх тĕнчипе паллаштараççĕ ав. Мĕн çук Ехрем купца бульварĕнче:этем мĕн тума ăста — пурне те куратăн кунта. Ача-пепке кÿмисем тĕлĕнтермĕшпе хăпартаççĕ кăмăла: “03” — сывлăх кÿмисем, “пан улми” пекки те пур — кĕртсе хур, ларт пепкÿне — ярăнтар. “Кăмака” тени те тыткăнлать. Призсем — 10 пинрен пуçласа — хавхалану куç кĕрет.

Виталий Адюков юрăç-композитор вара кĕвĕ кăлармалли инструментсене калăплать, выляса та парать хăех, тăмран пуçласа йывăç таринех ăсталать вăл иккен.

Хакласа пĕтерме те май çук пурне те. Сценăсем юрă ăстисемпе савăнаççĕ. Лакрей вăрманне çул тытрĕ “Трак ен” фольклор ушкăнĕ (ертÿçи — Н. М. Никоноров). Унăн пултарулăхĕ халь пурне те паллă, Чăваш енре кăна мар. Çавăнпах вăл “килте” тунсăхласа лармасть. Ялан пур вăхăтра та ăна чĕнеççĕ-йыхравлаççĕ, пур чухне те — малти ретре. “Кун пеккине эп курман”, “Молодцы! Браво!”, — илтĕнеççĕ ретсенчен. Саксем пушаннăçемĕн тулсах пыраççĕ. Халăх юратать аваллăха, ку куç умĕнчен каймарĕ.

“Хавал” халăх музыкин ушкăнĕ, 4 çынран тăраканскер, (купăс, баян) ăста вылянипе тĕлĕнтерет куракана, саксен тулашĕнче ташă хуçаланать: авăнать, саккăрла урасене хускаттарать. “Кăмăл” вокал ушкăнĕ вара эстрада юррисемпе чуна çĕклет. Кунта шăв-шавсăр иртмест, паллах — чуна чараймăн...

Концерт 4 сехете пычĕ, ара, хулари юрă çăлтăрĕсене те çул памалла-çке.

Татьяна Чечнева, Борис Ахтимиров пеккисен сассине те илтсе йăпанни мĕне тăрать.

Аякра каруççельсемпе ярăнчĕ халăх. “Веселые горки” кăмăла кайрĕ мана. Пĕр хăпартать, пĕр антарать — хум çинчи пек. “НЛО”, “Колесо обзора” — нумай-нумай вĕсем, пурте халăхпа тулнă, черете кăна тăр (юрăç-ташăçсене — тÿлевсĕр).

Шанăçа тивĕçлĕн пурнăçласа пыни тĕпре “Трак енĕн”. Ĕненеççĕ ăна, пуласлăхпа пурăнаççĕ хула çыннисем. Концерт хыççăн та чăваш юрри-кĕввипе савăнтарчĕç баянистсемпе купăсçăсем. Хăнари пек киленчĕç юрласа-ташласа.

“Тавах сире, Красноармейскисем”, пуç таять халăх. Мĕн кирлĕ тата пире, çавăншăн çула тухнă, савăнтарма чыслă, тивĕçлĕ пулни — хамăра та вăй-хал хушрĕ, ывăнтăмăр пулин те кăштах. Телей çакă та пулĕ вăл, куракансем!



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
30 августа 2013
15:23
Поделиться
;