Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Завод хута кайрĕ

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпĕ районта çĕнĕ стройка хута кайни çинчен пĕлтернĕччĕ. Ку вăл пиччĕн кирпĕч кăларакан "Кетра" завод. Хальхинче кун пирки тĕплĕнрех каласа парас кăмăл пур.

Ку вăл чăн-чăн уяв пулчĕ. Çав кун кăнтăрла иртсен завод умне халăх йышлăн пухăнчĕ: завод ĕçченĕсем, чĕннĕ хăнасем…

Часах кунта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев килсе çитрĕ. Савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Михаил Васильевич хăй сăмахĕнче Республика Кунĕ умĕн Чăваш Енте чылай çĕнĕ обăектсем хута кайнине савăнса пĕлтерчĕ: Етĕрнере "Ядринмолоко" акционер пĕрлешĕвĕн сĕт тирпейлекен çĕнĕ завочĕ, Канашра горчицăпа соус туса кăларакан предприяти, Шупашкарта кондитер изделийĕсен "Акконд" пĕрлешĕвĕн çĕнĕ завочĕ. Тăваттăмĕшĕ - Красноармейскинчи строительство керамикин завочĕ. (Ячĕ- "Кетра", ăна панă чух "Керамика Траковская" сăмахсен малтанхи сас паллийĕсене илнĕ — И.П.). Михаил Васильевич кунтан паха кирпĕч кăна тухассине, район бюджетне укçа-тенкĕ ытларах пырса кĕме, ку тавара республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те сутма пуçлассине асăнчĕ. Завода хута ямашкăн хĕлĕн-çăвĕн ырми-канми тăрăшнăшăн строительсене, оборудованисене вырнаçтаракансене ăшшăн тав турĕ.

Михаил Васильевичпа Трак тăрăхне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов та килнĕ. Вăл завод трак енсемшĕн кăна мар, пĕтĕм республика çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Сăмах "ТУС" хупă йышши акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне Н.Угаслова. Николай Федорович завод кĕске вăхăтра ÿссе ларнине каларĕ, çакăнта Чăваш Республикин правительствин, Италинчи "Бедески" компанин, Австрири туссен, "Перекет банкĕн" (унпа татах ĕçлеме кăмăл пуррине) тÿпи пысăккине палăртрĕ.

"Бедески" фирмăн Президенчĕ Рено Бедески итали паха опычĕ тĕнчипех сарăлнипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.

Завода кĕмелли уçă алăк умĕнче хĕрлĕ лента. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, "Бедески" фирмăн Президенчĕ Р.Бедески, "ТУС" пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ Н.Угаслов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков касаççĕ.

Заводăн шалти территорийĕ анлă та пысăк, унта тĕрлĕ йышши хальхи оборудовани вырнаçтарнă. Хаклă хăнасем унпа паллашса управлени пульчĕ умне пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, "ТУС" пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ Н.Угаслов "Пуск" кнопкăна пусаççĕ — тăма транспортер лентипе куçаракан конвейер ĕçлеме тытăнать. Çĕçĕсем лайăх çăрнă тăм хутăшне касса кирпĕч формине параççĕ, вăл вара тĕрлĕ оборудовани витĕр тухса типĕтмелли вырăна ăсанать, кунта икĕ талăк тытнă хыççăн кушăхнă кирпĕч хĕртекен кăмакасене пырса кĕрет. Хĕртекен лини тăршшĕ 168, 5 метр, каярахпа хĕртнĕ кирпĕч кунтанах сивĕнсе, пĕтĕмпех пулса çитсе тухать. Ăна çывăхри хатĕр лаптăка куçараççĕ, заводран ăсатма хатĕрлеççĕ.

— Красноармейски районĕ кирпĕч кăлармалли чĕр тавартан пуян. Кунашкал завод питех те сайра, вăл хĕрлĕ, сарă тата питех те çирĕп йышши кирпĕч те кăларма пултарать. Пирĕн тĕллев — туянакансем валли лайăх кирпĕч кăларасси, — каласа парать заводăн тĕп технологĕ Виктор Алексеевич Головко.

Кăмакасем çут çанталăк газĕпе ĕçлеççĕ. Малашлăхра завода тулли хăватпа, 8 сехетлĕ виçĕ сменăпа ĕçлеттерсе ямашкăн палăртаççĕ.

Çапла вара завод пирĕн куç умĕнчех ĕçлеме пуçларĕ.

Савăнăçлă уяв "Перекет банкĕпе" "ТУС" фирма малашне те килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ тунипе вĕçленчĕ.

Уява хутшăннисене "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, купăсçăсен "Хавал" ансамблĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Клементьев, пĕр тăван Малинасем хавас юрăсемпе савăнтарчĕç.

И. Прокопьев



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
28 июня 2013
16:13
Поделиться
;