Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Трак ен хĕле ăсатрĕ

Çавна май ир-ирех кунта юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Обществăлла апатланура ĕçлекенсемпе сутуçăсем те ĕçе кÿлĕнчĕç.

11 сехет иртсен пухăннисене ветерансен районти хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Унтан сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ И. Степанов тата район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ С. Иванов хăпарчĕç, Трак ен çыннисене çуркунне çитнĕ ятпа саламларĕç, ăна пысăк шанăçпа кĕтсе илнине палăртрĕç.

Кĕçех ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ пуçланчĕ. Ăна Шывпуçĕнчи “Кăйкăр” фольклор тата “Алманч кукамайĕсем” ушкăнсем “Чăваш ак çапла ташлать” тата “Кулянмастăп кун иртнишĕн” юрăсемпе уçрĕç. Маттур тытрĕç хăйсене алманчсем сцена çинче, çавăнпах иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Жюри 1-мĕш вырăна вара пикшиксене (“Шанчăк” ансамблĕ), виççĕмĕшне чатукассисене (“Телей” фольклор ушкăнне) пачĕ. Концерта ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров ертсе пыракан “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ.

Кăçалхи праçникре тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем те чылай пулчĕç. Вĕсен çĕнтерÿçисене те тивĕçлипе чысларĕç. Акă, икерчĕ пĕçерекенсем хушшинче район центрĕнчи “Колос”, “Мечта”, “Пельменная” тата “Витязь” кафесенче ĕçлекенсем палăрчĕç. “Чи пылак чай” конкурсра уписемпе алманчсене тата мăншетмĕсене çитекенни пулмарĕ. Варени хатĕрлекенсен конкурсĕнче (тĕрлĕ номинацисенче) мала тухнисене те дипломсемпе чысларĕç. “Юр-хĕрарăм” ятлинче пĕрремĕш вырăна ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнчи Л. Игнатьева пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсенче — чатукассисемпе мăншетмĕсем. Активлăхшăн алманчсемпе кĕçĕншетмĕсене те чысларĕç. “Юр кĕлеткесен” конкурсĕнче пĕрремĕш вырăнта кĕçĕншетмĕсем пулчĕç. Еншикчуллăсем “Куракансен кăмăлне кайни” приза çĕнсе илчĕç. “Урасене михĕ тăхăнса чупасси”, “”Çунашкапа чупасси”, “Мунча”, “Вĕрен туртасси” конкурс-вăйăсем те асра юлмалла иртрĕç.

Механизаторсен урамĕнче вара капăрлатнă лавсемпе катаччи чупрĕç. Куншăн ача-пăча тем пекех савăнчĕ. Праçнике пĕрер лаша кÿлнĕ 5 лав килнĕ: Ванюшкассинчи Терентьевсен харăсах икĕ лав (пĕр лаши араб ăратĕнчен), ку ялти Л. Леонтьев, А. Рубцов (Янмурçин) тата юлашки çулсенче çак конкурса ялан хутшăнакан А. Меркурьев (Хĕлеç). Вĕсене те дипломсемпе чысларĕç, укçан премисем пачĕç.

Уяв “Кÿлепене” чĕртсе çунтарнипе вĕçленчĕ. Çапла, Сивĕ Хĕл Хĕвеллĕ Çуркуннене эстафета пачĕ. Çур аки умĕн кăшт канса вăй пухни ял çыннишĕн пĕртте пăсăк пулмарĕ.



15 марта 2013
00:00
Поделиться
;