Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Яманакра сысна ферми уçăлчĕ

Декабрĕн 20-мĕшĕ те хуçалăх историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлĕ. Çак кун самаях сивĕ çанталăк тăнине пăхмасăрах Яманакра çĕнĕ сысна фермине уçрĕç.

Тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿ — ура çинче çирĕппĕн тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Унăн ертÿçисем лăпкăлăхра пулнипе çеç пурăнма май çуккине аван ăнланаççĕ. Аталану çулĕпе малалла утăмлас тесен, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртмесĕр, производство тухăçлăхне хăпартмасăр май çуккине лайăх туяççĕ вĕсем. Тĕрĕс тăваççĕ. Юлашки çулсенче çавăнпах ĕнтĕ ырă улшăнусем самай вырăн тупрĕç: сĕт-çу ферминче те, машинăпа трактор паркĕнче те, кантурта та.

Хăйне евĕр уява ку тăрăхри ял ĕçченĕсемпе пĕрлех республика хăнисем, район ертÿçисем, уçă йышши “Раççей перекет банкĕ” акционер пĕрлешĕвĕн Çĕрпÿри 4437-мĕш номерлĕ уйрăмĕн управляющийĕ О. В. Николин, хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ăна В. Петрова культура ĕçченĕ хавхалануллă сăмахсемпе уçса йĕркелесе пычĕ.

— Эпир пĕр пин ытларах гектар çĕр çинче туса илекен тыр-пул 2 пин пуç сыснана та усрама çитет. Строительство ĕçĕсене кунта 18 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă, çав шутра 12, 2 миллионне Раççей перекет банкĕнчен кредит илнĕ, ытти — хамăрăн укçа-тенкĕ. “М-Прод” ООО директорне А. Н. Антипова, çак пĕрлешÿри монтажниксен ушкăнне, çавăн пекех хамăрăн ĕçченсене — фермăра тăрăшакансене, механизаторсене, кунта вăй хунă ял çыннисене пысăк тав. Вĕсен тимлĕхĕпе хастарлăхне пулах çĕнĕ фермăна вăхăтра хута яратпăр”, — терĕ хуçалăх ертÿçи С. П. Иванов.

Фермăна уçма Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. В. Павлов та хутшăнчĕ. Сергей Владимирович та, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков та çакнашкал фермăсене уçнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕç, яманаксене çавна май ăшшăн саламларĕç, сумлă кăтартусем туптама ăнăçусем сунчĕç.

Пухăннисене Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ çĕкленÿллĕ юрăсемпе савăнтарнă хыççăн ЧР ял хуçалăх министрĕ С. В. Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков, хуçалăх ертÿçи С. П. Иванов тата “М-Прод” ООО директорĕ А. Н. Антипов хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Пурте шала кĕчĕç. Кунта таса та çутă, ют çĕр-шывсенчен кÿрсе килнĕ оборудованисем (шăвармалли хатĕр, сăмахран, нимĕçсен) вырнаçтарнă, вентиляци лайăх, мĕн пур ĕçе автоматизациленĕ, кунта вăй хуракансене ĕçлеме тата канма аван условисем туса панă. Витесемпе ĕçтешĕсене строительсен тата хуçалăх ертÿçисем паллаштарчĕç.



25 декабря 2012
00:00
Поделиться
;