Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Опытпа паллашма, тĕп ыйтусене татса пама

Паянхи вăхăт кирек епле ĕçре те умра тăракан ыйтусене татса панă çĕрте çĕнĕлĕхсем ыйтать. Район администрацийĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче çав çĕнĕлĕхсене шырать те. Кăçалхи кĕркунне малтанхи ырă йăласене тăсса ял тăрăхĕсенче райадминистрацин кунĕсене ирттерме тытăнчĕç. Çакăн евĕр чи малтанхи мероприяти авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче пулчĕ. Октябрĕн 9-мĕшĕнче вара райадминистрацин черетлĕ кунĕ Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче иртрĕ.

Çав кун Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацийĕнчен çын татăлмарĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Кунта вырăнти ал ĕç ăстисен выставкине йĕркеленĕ. Курава Еншик Чуллăра тата Именкассинче пурăнакан О. Семеновапа Л. Посадская, вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учительници Г. Григорьева, кунта çиччĕмĕш класра вĕренекен А. Кириллова хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Вĕсен экспоначĕсене лайăх енчен хак пачĕç куракансем.

Райадминистраци кунне хутшăнакансем чи малтанах Еншик Чуллăри кану центрне пухăнчĕç. Вĕсен умĕнче райадминистраци пуçлăхĕ А. Шестаков, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ А. Лебедев, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан А. Тихонова тухса калаçрĕç. "Пирĕн тĕп тĕллев — вырăнти лайăх опытпа паллашасси тата ыйтусене практикăлла майпа татса пама пулăшасси", — терĕ Андрей Владимирович.

Çак мероприятие райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн 11 специалисчĕ хутшăнчĕ. Вĕсем малтанах Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулчĕç, коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç, уроксене çитсе курчĕç, шкулăн, вĕрентÿ пайĕн, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн ĕç-хĕлне тишкерме вĕренекенсемпе педагогсене анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама майсем туса пачĕç.

Диагностикăпа консультировани центрĕн психологĕсемпе логопечĕ 5, 8, 9 классенче психологи занятийĕсем йĕркелерĕç, пуçламăш классенчи калаçăвĕ пăсăк ачасемпе тĕл пулчĕç. Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем вара методикăпа воспитани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.

Кăçал, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе, кунта 101, 5 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ, укçа-тенке шкулăн ăшă трасси çине, сивĕ шывпа тивĕçтерес çĕре янă. Шкулта ăшă панă. Паян кунта 32 хĕр ачапа 20 арçын ача пĕлÿпе воспитани илет. Кунсăр пуçне кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкул çулне çитменнисен ушкăнне йĕркеленĕ, унта 15 ача çÿрет. Кĕçĕн çулхисем эрнере пилĕк кун, 7.30 сехетрен пуçласа 16.30 сехетчен шкулта пулаççĕ. Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев палăртнă тăрăх, ку тăрăхри виçĕ ача çак ушкăна çÿремест, иккĕшне килĕсенче ватăсем пăхса пурăнаççĕ, теприн кĕçех райцентри ача садне кайма черет çитет. Кăçал шкулти тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнисенчен тăваттăшĕ райцентрти вăтам шкулсенче хăйсен пĕлĕвне малалла ÿстереççĕ, виççĕшĕ техникумсемпе училищĕсенче вĕренеççĕ.

Ку тăрăхра çемьесенче усрава илнĕ тата опекăра тăракан 4 ача çитĕнет. Пай специалисчĕсем вырăнсенче пулса вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă.

Еншик Чуллăри вăтам шкулта та ырă енсем сахал мар. Кун пирки райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕ В. Чаховский пĕлтерчĕ.

Социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ĕçченĕ Р. Осипова ку тăрăхри культура вучахĕсенче пулса курчĕ.

Райадминистрацин право тата кадрсен, информатизаци, йĕркелÿпе тĕрĕслев, техникăпа тивĕçтерес, ял хуçалăх тата экологи, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕсен специаличĕсемпе ертÿçисем ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса вĕсене чылай сĕнÿ-канашпа пулăшрĕç.

Райадминистраци пуçлăхĕ А. Шестаков ял çыннисене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Акă Санькассинче пурăнакан А. Ходяшева шкул автобусĕ вĕсен ялне çÿременни, çавна пула вĕренекенсем шкула çурран е маршрутлă автобуспа çÿрени пирки пĕлтерчĕ.

Кăнтăрла иртсен пурте пĕрле пухăнса райадминистраци кунне пĕтĕмлетрĕç, кашниех унта ĕçе лайăхлатмалли сĕнÿ-канаш пачĕ.

Икĕ ен те асăннă мероприятипе кăмăллă юлчĕç.



16 октября 2012
00:00
Поделиться
;