Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 17-мĕш ларăвĕ иртнĕ.

Ун ĕçне депутатсемсĕр пуçне районти шкул директорĕсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Кун йĕркипе пăхнă 6 ыйтăва итлесе сÿтсе явнă. Кăçалхи октябрĕн 14-мĕшĕнче пирĕн район территорийĕнче те 2, 6, 7, 8-мĕш суйлав участокĕсенче срок çитичченхи хушма суйлавсем иртеççĕ. Лару вăл суйлав участокĕсен комиссийĕсене кĕртмелли кандидатурăсене сĕннĕ.

Лару районăн муниципаллă служби çинчен калакан положение улшăнусем кĕртесси, обьектсене муниципаллă харпăрлăхран Чăваш Республикин харпăрлăхне парасси, Раççейри Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи “Цивильский” пайăн пирĕн районти полици уйрăмĕн кăçалхи çур çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ, Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче Раççей çар мухтавĕн аллейине уçасси çинчен ыйтусене итлесе сÿтсе явнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.



18 сентября 2012
00:00
Поделиться
;