Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тăххăрмĕш хут

Чăваш Енре культурăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе ЧР Пуçлăхĕн грантне йĕркеленĕ. Кăçалхипе ăна тăххăрмĕш хут панă.

Çак хисепе тивĕçнĕ тăхăр проект Чăваш Республикин Культура пулăмĕсен марафонĕн никĕсĕ шутланать. Вĕсем «ЧР культура территорийĕ-2012» конкурсра çĕнтернĕ.

Мероприятисене ирттерекенĕсем - Красноармейски районĕпе Çĕмĕрле хули. Кĕр тăршшĕпех вĕсенче çĕнтерÿçĕ проектсем хуçаланĕç: тĕл пулусем, куравсемпе мастер-классем, искусство фестивалĕ иртĕç.

Иртнĕ шăмат кун Çĕмĕрле тăрăхĕнче марафон савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Хулан тĕп лапамĕнче иртнĕ çулсенчи чи кăсăклă çĕнтерÿçĕ-проектсемпе çĕнĕрен паллаштарнă.

Красноармейски районĕнче çакăн пек савăнăçлă саманта авăнăн 25-мĕшĕнче кĕтеççĕ. Марафон йĕркелÿçисем тĕлĕнтермĕш парне те хатĕрленĕ: авăнăн 28-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Китай культурин фестивалĕн сулăмĕпе Пекинри хальхи вăхăтри ташă театрĕн концерчĕ пулĕ.



"Хыпар"
11 сентября 2012
00:00
Поделиться
;