Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ырă тăвас туртăмлă ветеран

70 çул урлă каçнă çын тесе калаймăн ун çинчен: кĕлеткерен - тăн-тăн, сăн-пичĕ çутă, сасси уçă. Çар хĕсметĕнче 28 çул ытла тăнăран утти салтакăнни пекех çирĕп. Унпа Пайсупина çут çанталăк газĕ кĕртнĕ çулсенче паллашрăм. Çав вăхăтра ял старостиччĕ вăл. Ыйтăва вăхăтра татас тесе ăçта кăна çитмен-ши, мĕнле шайри ертÿçĕ-пуçлăхпа калаçман-ши? Ял клубĕ патне каякан çур çухрăм çула юсаттарассишĕн тата мĕн чухлĕ çÿремен-ши? Чăлкăм куç хупман каç самай пулнă.

Петр Николаевич - Пайсупинсемех. Тĕнчене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул килнĕ. Ашшĕ - Николай Яковлевич - бригадирта, кладовщикра, аслă конюхра, амăшĕ - Ольга Ивановна - Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вĕсем 7 ача çуратса ÿстернĕ.

Ялти пуçламăш тата Упири вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан П.Яковлев пĕр тапхăр вырăнти колхозра бригадира пулăшаканра тăрăшнă. Хастар çамрăка тÿрех асăрханă - Канашри ял хуçалăхне механизацилекен училищĕне кайма сĕннĕ. Кунта тракторист правине илнĕ ентешĕн çулĕ Оренбург облаçĕнчи Кваркин районĕнчи Киров ячĕллĕ совхоза выртнă. Çакăнта салтак ячĕ тухнă. Хĕсмет Байкал леш енчи çар округĕнче, Чита хулинче, чукун çул чаçĕнче иртнĕ. Ырă ятпа палăрнă. Округ командующийĕ Алексеев генерал-полковник алă пуснă Тав хутне тирпейлĕ упрать. Çарта тăнă вăхăтрах П.Яковлев ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотине тивĕçет.

1967 çулхи утă уйăхĕнче Петр Николаевич каллех салтак атти тăхăнать, 8 çул ытла транспортпа экспедици взвочĕн командирĕн тивĕçне пурнăçлать. Пĕр хушă салтаксен столовăйĕн пуçлăхĕ пулать. 1978-1992 çулсенче - электротехника батальонĕн вĕренÿ ротин старшини. Çар хĕсмечĕн хăйне евĕрлĕхĕ пур: ăçта хушнă - çавăнта пулмалла, мĕн каланă - çавна пурнăçламалла. Çапла 1978 çулта Арзамас-16 станцири инкеке сирме, Абакан-Тайшет, Идыль-Обь чукун çул линийĕсене тума, Тюменьри Войновка станцине анлăлатма, Свердловск облаçĕнчи Исеть юхан шыв урлă чукун çулăн 500 метр тăршшĕ кĕперне хывма, БАМăн Хĕвел тухăç участокĕнчи «Урган-Постышево» комплекса хăпартма хутшăннă аслă прапорщик. 200 яхăн Хисеп грамотипе, 9 медальпе чысланă ăна.

Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен çемйипе хăй çуралнă тăрăха таврăннă. Халăх ăна ял старости пулма шаннă. 2010 çулччен тăрăшнă, шанăçа тÿрре кăларнă. Çак тапхăрта ырă ĕç нумай тунă. Мĕншĕн тесен Петр Николаевич ĕçе тытăнсан ăна вĕçне çитермесĕр те лăпланмасть.

 



"Хыпар"
08 сентября 2012
00:00
Поделиться
;