Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çур çулхи кăтартусем

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И. Степанов йĕркелесе пынипе санитарипе эпидемине хирĕçле ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ.

Ларура комисси членĕсем пĕтĕмпе 3 ыйту пăхса тухрĕç, пуринпе те Раççей Потребнадзорĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи территори пайĕн эксперт специалисчĕ Н. Васильева тухса каларĕ. Инфекцилле тата паразитарлă чир-чĕрпе кĕрешесси пирĕн районта кăçалхи 6 уйăхра мĕнле пулса пыни çинчен пĕлтернĕ май, Наталья Николаевна çакна палăртрĕ: ун евĕр 771 тĕслĕх шута илнĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, вĕсем 1, 3 хут сахалланнă.

Роспотребнадзор Управленийĕн территори пайĕн специалисчĕсем “Звездочка”, “Сеспель” тата “Чебурашка” ача сачĕсенче вар-хырăм инфекцийĕ сарăлнин тĕслĕхĕсемпе, менингококк инфекцийĕн 1 тĕслĕхĕпе санитарипе эпидемиологи тĕпчевĕсем ирттернĕ, санитари законодательствине пăснăшăн должноçри 4 çынна административлă явап тыттарнă, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме предписани панă.

Ларура ВИЧ-инфекци енĕпе лару-тăру епле пулнине те тишкернĕ. Пĕрремĕш çур çулта районта пурăнакансен 4, 6 процентне ВИЧ-инфекци енĕпе тĕрĕсленĕ. Ăна республикипе 92 çынра пуçласа тупса палăртнă, çав шутра 3-шĕ РФ урăх субăекчĕсенче пурăнакансем. ВИЧ-инфекцин çĕнĕ тĕслĕхĕсене муниципаллă 17 йĕркелÿре тупса палăртнă (пирĕн районта çук), вăл шутра Шупашкарта 32, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисемпе Шупашкар районĕнче — 5-шер.

Виççĕмĕш ыйтăва — иммунлă профилактика лару-тăрăвĕ пирки —пăхса тухнă май Н. Васильева районти халăха иммунизацилес ĕçе туллин ирттерменнине каларĕ. Çулталăкченхи ачасене инактивированнăй полиомиелит вакцинипе вакцинацилемелли плана ав 32, 2 процент кăна тултарнă, хĕрлĕ шатраран — 38, 5.

Уртаракан чиртен прививка тума районта пăхман. Çĕпĕр язвипе туляремирен те халăха прививкăсем туман.

Сÿтсе явнă ыйтусемпе комисси членĕсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç, санитарипе эпидемие хирĕçле лару-тăрăва лайăхлатассипе пурнăçланă ĕçсене çитес ларура тишкерме палăртрĕç.

 



03 августа 2012
00:00
Поделиться
;