Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çителĕклĕ пулĕ

Çавăншăн тăрăшаççĕ те Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» хуçалăхра. Ара, кунта ĕне выльăх шучĕ 700-е яхăн. Хĕл кунĕсенче вара апат сахал мар кирлĕ. Яманаксем кăçал 715 тонна утă, 1605 – силос тата 2685 тонна сенаж хатĕрлеме палăртнă.

«Красное Сормово» ку ĕçе районта чи малтан тытăнчĕ. Ятарлă звено техникăна тĕплĕ хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 400 гектар йышăнать. Александр Иванов механизатор Çирĕклĕ ялĕ çывăхĕнчи уйра люцерна çулать. Александр Петров ăна паккуса пухать, Юрий Иванов тракторист вара кăçал туяннă «Палессе» комбайнпа вĕтетсе КамАЗсем çине тиет. Петр Иванов, Виталий Львов, Александр Карпов водительсем симĕс массăна çийĕнчех траншейăна леçеççĕ.

– Уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Алă усса ларни каярахпа йывăрлăха кĕртсе ÿкерме пултарать. Хĕрÿ вăхăтра, акă, Валерий Кузьмин тĕп инженер та автомашина рулĕ умне ларчĕ, – пĕлтерет хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов.

Траншейăна хăвăртрах тултарса хупсассăн выльăх апачĕн пахалăхĕ ытларах упранса юлнине питĕ аван ăнланаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Вĕтетнĕ курăка пусăрăнтарнă çĕрте Сергей Николаевпа Олег Григорьев механизаторсем тăрăшаççĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлекенсене тăрăшулăхшăн хавхалантармалли йĕркене çирĕплетнĕ. Çавăнпах кунта ĕç пахалăхĕ те, хăвăртлăхĕ те пысăк.



"Хресчен сасси"
20 июня 2012
00:00
Поделиться
;