Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Шавларĕ, кĕрлерĕ Ака туй

(Районти юбилейлă 60-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче хатерленĕ фоторепортаж)

Уяв сăнĕ çапнă вырăн вара çав кун ир-ирех вăранчĕ. Çу кунĕ илемлех çав. Тутлă апат-çимĕç ăстисем çавна кура паçăрах кăвайтсем чĕртнĕ, праçнике пуçтарăнакансене техĕмлĕ шÿрпепе, шашлăкпа сăйлама хатĕрленеççĕ. Паха шăршă вĕсем патĕнчен тавралăха саланать, поварсен пархатарлă “ĕçне” тутанса пăхма йыхравлать. Тĕрлĕ таварпа сутă тума хатĕр сутуçăсем те çынсене хăйсем патне чĕнеççĕ: “çывăхарах килĕр, курса хаклăр пирĕн паха тавара, туянсамăр”.

Сцена — вăрман хĕрринче. Яланхиллех капăрлатнă ăна. Сулахай енче — РФ, ЧР, Красноармейски тата Морки районĕсен ялавĕсене çĕклемелли флагштоксем. Унран çÿлерех ял тăрăхĕсен палаткисем (“Хăна пÿлĕмĕсем”) вырнаçнă. Сылтăмра вара — район пурнăçне сăнлакан стендсем.

Стадионта Ака туй ялавĕ вĕлкĕшет. Сылтăмра — “Качча кайма хатĕр-и?” конкурс ирттермелли вырăн. Çывăхрах “Телейлĕ ачалăх” лапам ĕçлет. Спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме те вырăн пур. Хамăр тăрăхри ал ăстисен “Çыннăн ăсталăхĕ — халăх пуянлăхĕ” курав йĕркелени те вырăнлă.

Халăх уяв вырăнне пухăнма тытăннă май, районпа унăн çыннисене мухтакан, вĕсен ĕç-хĕлне сăнлакан радиорепортаж янăрарĕ. Маттур хуçалăхсемпе уйрăм хастарсен ячĕпе çĕкленÿллĕ юрăсем шăран-чĕç. Ака туй радиорепортажĕ ку вырăнта кăçалхипе 11-мĕш хут янăрарĕ, 55 минута пынăскер, ял ĕçченĕсен чун-чĕрине хаваслăхпа мăнаçлăх кĕртрĕ (авторĕ — В. Данилов журналист, сасă режиссерĕ — А. Небытов).

2. Ака туйсен историйĕнчен

Трак тăрăхĕнче Ака туя пуçласа 1952 çулта ирттернĕ. Ун чухне ăна “ĕçпе юрă тата спорт уявĕ” тенĕ. Кун пирки эпĕ хăй вăхăтĕнче Красноармейскинче пурăннă ĕçпе вăрçă ветеранĕпе Наум Григорьевич Григорьевпа та сăмах пуçарнăччĕ. Пĕр вăхăт вăл районти культура пайне ертсе пынăччĕ.

Кăçал вара, районти Ака туйсен историйĕпе интересленсе, район центрĕнче пурăнакан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Михаил Прохорович Прохоровпа калаçрăм. Вăл 1956 çулта культура пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтанласа уява Красноармейскин Янкас енчи вăрманĕн илемлĕ пĕр уçланкинче йĕркелесе ирттернине палăртрĕ ветеран. Михаил Прохорович каланă тăрăх, çав çулсенче пĕрлештернĕ хорта 600—700 çын таранах пулнă. “1957 çултаччĕ пулас-ха, çак хор “Подмосковные вечера” юрра шăрантарнă чухне эпĕ дирижер пултăм. Ара, районта музыкантсем çукпа пĕрехчĕ те. Районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче Маргарита Кирилловна Репина вăй хуратчĕ”, — терĕ М. П. Прохоров. Дирижер вырăнне Константин Павлович Архипов композитор та, Михаил Ильич Ильин учитель те пĕрре мар йышăннă. Районтисем ялсенчи культура çыннисене юрлама вĕрентнĕ, лешсем вара — ял çамрăкĕсене. Районти Ака туйра юрлама камсем нумайрах çын илсе килме пултарнă — çавсем тав сăмахне тивĕçнĕ. Хорăн юрлас пахалăхĕ çавăнпах ун чухне япăхрах пулнă, мĕншĕн тесен кам мĕнле пултарнă — çапла юрланă.

“1960-мĕш çулсен варринче пирĕн район вăрнарсемпе туслă çыхăнураччĕ. Пĕр-пĕрин ĕçпе юрă уявĕсене те çÿренĕ. Кÿршĕсен праçникĕ поселокпа юнашарти айлăмра иртетчĕ. Унта пулса курнă хыççăн хамăрăн та уяв вырăнне Красноармейски вăрманĕнчи çырма хĕррине куçарас шухăш çуралчĕ, алăпа тăпра йăтса пĕчĕк пĕве, çав вырăнти пысăк йывăçа касса тата асфальт сарса сцена турăмăр”, — пĕлтерчĕ ветеран.

Пĕрлештернĕ хорта та юрра-кĕвве юратакансем юрлама тытăннă. Уяв программи те çултан-çул çĕнелсе улшăнсах пынă.

3. Район ÿсĕмĕсем çинчен

Çапла, çук мар вĕсем. Кăçалхи 4 уйăхра мĕн пур шайри бюджета авă 22 миллион ытла тенкĕ пырса кĕнĕ. Пĕрремĕш кварталта ăсатнă харпăр хăй продукци калăпăшĕ 27, 8 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 9, 4% ытларах.

Халăха 30, 9 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ çăмăллăх-сем панă е ун калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3, 2% пысăкланнă.

4 уйăхра ял хуçалăхне 11 миллион та 129 пин тенкĕ инвестици янă.

“Караево” хуçалăхра 400 пуç выльăх вырнаçмалăх сĕт-çу ферми, “Таябинка” агрофирмăра çĕр улми упрамалли хранилище тăвасси малалла пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 26, 6% ÿснĕ, кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне 7554 тенкĕ пулнă.

Килти хушма хуçалăха аталантарма çак тапхăрта 19 миллион та 950 пин тенкĕ уйăрнă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субăекчĕсем çĕнĕрен суту-илĕвĕн 2 точкине уçнă, ку тĕллевпе 13 миллион ытла тенкĕ уйăрнă, çĕнĕ 13 ĕç вырăнне уçнă. Ку тапхăрта предпринимательлĕх субăекчĕсем 23 миллион та 400 пин тенкĕлĕх промышленность продукцийĕ тиесе ăсатнă.

Иртнĕ тапхăрта районĕпе пурĕ 136 миллион та 900 пин тенкĕлĕх инвестиципе усă курнă, çав шутра кирпĕч заводне тунă çĕрте — 68 миллион тенкĕ.

Ăмăрту пуçĕнче, яланхиллех, малтисем — ял ĕçченĕсем. Çурхи уй-хир ĕçĕсен итогĕсемпе пысăкрах хуçалăхсенчен пĕрремĕш вырăна “Таябинка” агрофирма, иккĕмĕшне “Красное Сормово”, виççĕмĕшне “Волит” пĕрлешÿпе “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕ, пĕчĕкреххисенчен малти вырăнсене В. Н. Шумиловпа В. Н. Платонов тата В. Г. Васильев хресчен фермер хуçалăхĕсем тивĕçнĕ.

“Çур аки-2012” чемпионĕ — “Таябинка” агрофирмăри Владислав Юрьевич Владимиров тракторист-машинист, “Чемпион выльăх пăхакан — 2012” “Караево” пĕрлешÿри Алевтина Алексеевна Семенова пăру пăхакан пулса тăнă.

Ака туя вĕрентÿре ĕçлекенсем те ÿсĕмсемпе кĕтсе илчĕç. Шкулсенче 200-е яхăн педагог вăй хурать, çав шутра класс ертÿçисем 115-ĕн.

Пĕлтĕр шкул вĕренсе пĕтернисен 66, 4% аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем пулса тăнă. Шкулсенче 2 миллион та 110 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе модернизацилемелли комплекслă мерăсене пурнăçа кĕртме иртнĕ çул 2 миллион та 647 пин тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал вара ку тĕллевпе 5 миллиона яхăн тенкĕ уйăраççĕ.

Шкулсенче халĕ 308 компьютер пур е 5, 7 ача пуçне пĕрре тивет. Пур тĕп шкул та çĕнĕ пĕрер компьютер класĕ илнĕ, кăçал вĕсене вăтам шкулсем те илĕç.

2011 çулта шкулсене ГЛОНАСС навигаци системи вырнаçтарнă çĕнĕ 2 шкул автобусĕ панă, кăçал вĕсене тата 4 илмелле.

Культурăсăр малалла аталану çук та пуль. Ку отрасль ĕçченĕсен кăтартăвĕсем те сумлă. Акă вĕсен пĕлтĕрхи июнь — кăçалхи май уйăхĕсенчи ĕç-хĕле шута илсе, пĕрремĕш вырăна Алманч ял тăрăхĕн культура аталанăвĕ тата вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕ тухнă тесе йышăннă. Иккĕмĕш вырăна никама та парас мар тенĕ. Виççĕмĕшĕнче — уписем.

“Пĕр таннисем хушшинче пĕрремĕш” районти конкурсра “Клуб ĕçĕн лидерĕ” номинацире Чатукассинчи центрăн илемлĕх ертÿçи Валентина Алексеевна Николаева, “Çулталăкри библиотекарь” номинацире вара кунти Ираида Васильевна Ефремова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Спортсменсен çитĕнĕвĕсем те куç кĕрет. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсем спортăн 14 енĕпе 37 ăмăрту, çав шутра 22-шĕ ачасем валли, ирттернĕ. Тупăшусенче 3878 çын, вăл шутра шкул çулĕнчисем 2469-ăн, вăй виçнĕ. Чи массăллисем — йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем. Яманакра йĕркеленĕ пĕр тăван Львовсен парнисене çĕнсе илессишĕн, калăпăр, 684 йĕлтĕрçĕ тупăшнă. Волейболла выляса пĕр тăван Батраковсен призĕсене тивĕçессишĕн хамăр район спортсменĕсемпе пĕрлех Шупашкар хулипе Тăвайпа Куславкка районĕсенчи волейбол командисем те ăмăртнă. Шахмат енĕпе иртнĕ район чемпионатĕнче малти вырăнсене Çирĕклĕри Анатолий Лаврентьев, Мăн Шетмĕри Станислав Иванов тата Красноармейскинчи Анатолий Павлов йышăннă. В. Кацовпа В. Степанов воин-интернационалистсене асăнса ирттернĕ турнирта район команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакăнта район пуçлăхĕн, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн, “Вольник” спортклубăн аслă тренерĕн В. Н. Григорьевăн тата “Вольник” спортклуб директорĕн А. Н. Григорьевăн тÿпи пысăк. Трак ен спортсменĕсем бокс, çăмăл атлетика, футбол, ытти енсемпе хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатсах пыраççĕ.

4. Вăйă картинче — пултарулăх ушкăнĕсем

Ака туй хăй еккипе пырать. Акă художество пултарулăх ушкăнĕсем вăйă картине тухрĕç.

Савăнар-и, хаклă тăвансем!

Сăн-питре уяв кулли çиçет!

Килĕр, килĕр, хаклă хăнасесем,

Ял-йышсем те инçетри туссем!

Вăйă картине ертсе пыракансем хăнасемпе пĕрле сцена çывăхнелле утаççĕ. Вĕсене “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илет.

Ертсе пыракансем (Н. Филипповапа А. Алексеев) Тăван çĕр-шыва юратасси тăван кĕтесе юратнинчен пуçланнине пĕлтереççĕ. “Иван Грозный” кинофильм валли çырнă кĕвĕ янăранă май уçланкă варрине сцена еннелле виçĕ ватă утаççĕ. Вĕсем сцена çине хăпарнă хушăра ĕлĕкхи вырăс тумĕ тăхăннă çын тухать. Аллинче — ылтăн грамота. Ăна вуланă хыççăн хайхискер грамотăна чăвашсене парать.

Историрен. 1551 çул чăваш халăхĕ хăй ирĕкĕпе Вырăс патшалăхĕ çумне пĕрлешнипе историне кĕрсе юлнă. “Сăрт-ту енчи” халăха (чăвашсене, марипе мордва çыннисене) ясакран виçĕ çуллăха хăтарнă. Патша ыр кăмăллăхне шăпах ылтăн пичетлĕ грамотăпа çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Чăваш халăхĕ вырăссемпе пĕрлешни Раççей историйĕнче питĕ паллă вырăн йышăнать.

5. Уява уяв пек тăвар-и?

“Аки-сухи”юрра юрланă хыççăн сцена çине район администрацийĕн пуçлăхне А. В. Шестакова, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумне — ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне М. В. Янковскине, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене — уçă йышши “Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне В. И. Николаева тата хупă йышши “Тус” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне Н. Ф. Угаслова чĕнчĕç. Андрей Владимирович Ака туй уçăлни çинчен пĕлтерсен, Раççей, Чăваш Республикин, Красноармейскипе Морки районĕсен Гимнĕсем янăранă май, Раççей, ЧР, Красноармейскипе Морки районĕсен Ялавĕсене производствăра малта пыракансем — “Таябинка” агрофирмăри В. Владимиров тракторист-машинист, “Караево” пĕрлешÿри А. Семенова пăру пăхакан, Чатукассинчи культурăпа вулавăш центрĕн илемлĕх ертÿçи В. Николаева тата Мари Республикинчи Морки районĕн вĕрентÿпе çамрăксен ĕçĕсен пайĕн ертÿçи И. Ф. Королева çĕклерĕç. Красноармейски районĕн Ялавĕпе пĕрле мĕн пур 9 ял тăрăхĕн ялавĕсене те çĕклерĕç.

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков сăмах илчĕ. Вăл районăн хăш-пĕр ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсем тата умри задачăсем пирки чарăнса тăчĕ.

6. Маттуррисене чысларĕç

Уявра РФ Ял хуçалăх министерствин Тавне “Таябинка Агрофирма” пĕрлешÿри О. Ю. Васильев тракторист-машинист тивĕçрĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине “Караево” пĕрлешÿри А. А Семенова пăру пăхакана, “Красное Сормово” хуçалăхăн тĕп инженерне В. Г. Кузьмина тата “Таябинка” агрофирмăри Е. В. Николаева агронома пачĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе “Досаево” ял хуçалăх артелĕн председателĕн çумне Л. М. Архипова, хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхне В. Н. Шумилова, “Красное Сормово” пĕрлешÿ бухгалтерне Р. М. Григорьевана тата “Караево” хуçалăхри Н. А. Пименована чысларĕç. Ял хуçалăхĕнче нумай нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине “Красное Сормовăри” Е. Л. Иванова выльăх пăхакан, Карайри ветеринари участокĕн ветврачĕ С. К. Федотова, “Таябинка “ агрофирмăри сысна пăхакан Р. Н. Максименкопа С. Г. Чернова операторсем, “Гигант” ЯХПКри складсен заведующийĕ Н. И. Степанова, “Караево” пĕрлешÿ тĕп экономисчĕпе Н. Г. Кузьминпа кунти В. Н. Пименов водитель тата ял хуçалăх производствин ветеранĕ Л. А. Журавлев илчĕç. Район администрацийĕн Тавне “Волит” пĕрлешÿри В. П. Никитин механизатор, Ю. В. Никандров водитель, И. Н. Степанова администратор, çавăн пекех Чăваш Енти патшалăх ветеринари службин “Красноармейски районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци” бюджет учрежденийĕн ветеринари фельдшерĕ В. П. Николаева тата “Крина” пĕрлешÿ директорĕ С. В. Иванов тивĕçрĕç. Производствăри пысăк кăтартусемшĕн тата çурхи уй-хир ĕçĕсене хастар хутшăннăшăн çак тракторист-машинистсене — В. Ю. Владимирова, О. Ю. Васильева, О. Г. Чернова, Ф. К. Яковлева (“Таябинка” агрофирма), А. С. Иванова (“Красное Сормово”), В. Я. Александрова(“Волит”), А. М. Сергеева (“Нива”) тата Л. В. Павлова (“Досаево”) район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. “Нива” ЯХПКри Н. Г. Александрова рабочи агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Ытти наградăсем те пулчĕç. Мала тухнисене пурне те парнесем, хĕрарăмсене кунсăр пуçне чечексем те пачĕç.

Тивĕçлисене наградăсене ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ — республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М. В. Янковский, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков тата унăн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ И. В. Степанов пачĕç.

Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Е. Л. Павлова уявра Пикшикри Александра Николаевнапа Николай Иванович Ивановсене ылтăн туй ячĕпе ăшшăн саламларĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн А. В. Шестаковăн Тав çырăвĕпе пĕрле парне пачĕ. Сăмах май, кил хуçи нумай çул “Большевик” колхозра — водительте, мăшăрĕ ялти ветучастокра вăй хунă. 2 хĕрпе 2 ывăл ÿстернĕ вĕсем. Халĕ 7 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 2 ачипе савăнаççĕ.

7. Салам сăмахĕсем

Ака туйра ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ — ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М. В. Янковский (Михаил Васильевич траксене Республика Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев тата правительство ячĕпе саламларĕ), ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — хупă йышши “ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Н. Ф. Угаслов, уçă йышши “Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. И. Николаев, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Ю. А. Васильев (Юрий Алексеевич партин активлă членĕсене те чысларĕ), Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Н. Львов (Алексей Николаевич А. П. Кудрявцевпа В. Л. Петрова ентешлĕх медалĕсемпе чысларĕ), Чăваш ял хуçалăх академийĕн кафедра заведующийĕ В. Г. Егоров, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн живопись кафедрин заведующийĕ Н. Г. Егоров, Мари Эл Республикинчи муниципаллă Морки районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. А. Копылова, Муркаш районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ И. Н. Дмитриева, сывлăха сыхлас ĕçре вăй хуракансен республикăри канашĕн председателĕ В. Г. Федоров (Владимир Григорьевич район администрацийĕнчи В. П. Чаховскипе А. Г. Капрована та грамотăсем пачĕ), уçă йышши “Раççей Перекет банкĕ” акционер пĕрлешĕвĕн Чăваш Енти уйрăмĕн инкассаци управленийĕн начальникĕ В. И. Чулков (Виктор Иванович çитĕнÿсемшĕн Еншик Чуллă ял тăрăхне (пуçлăхĕ Н. Н. Архипова) диплом тата хаклă парне (курăк çулмалли косилка) пачĕ, республикăри культура программисен дирекцийĕн ертÿçи М. Ю. Матросов сăмах каларĕç, пирĕн районти ĕç коллективĕсен пултаруллă çыннисене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç.

8. “Юрă-Кĕвĕсĕр епле праçник пултăр-ха...”

Тĕрĕсех. Уява килнисене “Заволжский” клуб çумĕнчи “Капельки” ансамбль (ертÿçи — М. Дмитриев) “Тăван Чăваш Ен” юрăпа саламланă хыççăн сцена çине районти пĕрлештернĕ хор тата халăх инструменчĕсен ансамблĕ вырнаçса тăчĕ (илемлĕх ертÿçи — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев). Хор “Когда я пою о России” (сăввипе кĕвви А. Савельевăн), Шупашкарăма мухтатăп” (сăвви В. Давыдовăн, кĕвви Н. Чернышев-Шетмĕн, солисчĕсем В. Черновпа Л. Григорьев), “Савăнăç юрри” (сăвви А. Алкан, кĕвви А. Орлов-Шуçăмăн) шăрантарчĕ.

“Заволжский” клуб çумĕнчи аслă ушкăнри ачасен “Юность” халăх ташă ансамблĕн аслă ушкăнри ачисем (ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Федорова) “Вырмара” ташă парнелерĕ.

Кăçал пирĕн район Мари Эл Республикинчи Морки районĕпе туслă çыхăну тытма пуçланăранпа 25 çул çитрĕ. Ака туя вĕсен делегацийĕ те хутшăнчĕ. Инçетри çывăх туссем художество номерĕсемпе те савăнтарчĕç красноармейскисене.

Муркаш районĕнчи Шомикри пултарулăх коллективĕн (ертÿçи Р. Долгов), Çĕрпу районĕнчи Вăрманкасри “Хĕлхем” ушкăнăн (ертÿçи В. Парфенов) юрри-ташшисем те куракансен кăмăлне кайрĕç.

Трак ен ĕçченĕсене “Çурхи туйăм” юрăпа (сăвви те, кĕвви те Ю. Романовăн) “Заволжский” клуб çумĕнчи “Каприз” ушкăн (ертÿçи М. Дмитриев) саламларĕ.

Хамăр районти ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсен юрри-кĕввисемпе ташшисем те самаях тыткăнларĕç.

9. Пурин пирки те кĕскен

Мĕн-мĕн пулмарĕ пуль Ака туйра — çырса та, каласа та пĕтереес çук. Ав ял тăрăхĕсем хушшинче яланхи ырă йăлапа “Хăна пÿлĕмĕ”, “Чи тутлă сăра” тата “Чи тутлă пулă шÿрпи” конкурссем иртрĕç. Районти обществăлла предприяти директорĕ Л. Л. Бардасова вĕсене çапларах хакларĕ: “Хăна пÿлĕмĕнче” 1—2—3 вырăнсене Карай, Красноармейски тата Кĕçĕн Шетмĕ, сăра конкурсĕнче — Еншик Чуллă, Красноармейски, Алманч, “Чи тутлă пулă шÿрпи” ятлисенче Красноармейски, Кĕçĕн Шетмĕ, Алманч ял тăрăхĕсем тивĕçнĕ”.

“Качча кайма хатĕр-и?” конкурса (çакă çĕнĕлĕх пулчĕ) кашни ял тăрăхĕнченех пĕрер хĕр хутшăнчĕ. Вĕсен хăйсемпе паллаштарнисĕр пуçне имлĕ курăк, тĕш тырă ячĕсене, упăшка тăванĕсене асăнмалла пулчĕ, ыйтусене хуравлама тиврĕ тата кукăль валли чуста çăрса хатĕрлемеллеччĕ. “Пурте маттур пулчĕç, — терĕ ку конкурса хакланă комисси председателĕ Р. М. Осипова. — Пĕрремĕш вырăнта çапах та Екатерина Курицына (Мăн Шетмĕ), иккĕмĕшне — Анастасия Никифорова (Красноармейски), виççĕмĕшне Екатерина Владимирова (Еншик Чуллă) тивĕçрĕç. Вĕсене те, ыттисене те конкурса активлă хутшăннăшăн дипломпа чыслатпăр”.

Ал ăстисем те те Ака туя сахалăн мар хутшăнчĕç. Акă Карай тăрăхĕнчи Ю. Федоров — кĕрепле, шыв кĕвенти, çава аврисем (çăкаран), Яманакри П. Иванов, ытти çулхи евĕрех, çава аврисем (ăвăсран) сутлăх илсе килнĕ. Çĕнĕ Выççăлккăри Г. Гурьевăн çурт макечĕсене (вĕсем 8) пăхса ытармалла мар. Мăн Шетмĕри Н. Герасимовăн, Еншик Чуллăри Т. Алексееван, С. Макарован, Красноармейскинчи С. Ефимовăн, ку ял тăрăхĕнчи ытти çынсемпе кĕçĕншетмĕсен, Алманчри М. Тимофееван, Р. Игнатьеван, Е. Николаевăн ĕçĕсем те паха. Енĕшкассинчи В. Михайлов тăмран тунă шăхличĕсем (вĕсене мăшăрĕ — Ольга Валентиновна тăвать), çат-çат урапасем (кусем вара Вячеслав Михайловичăн хăйĕн ĕçĕсем) сутать. Вунă çул ытла ĕнтĕ çапла. Шупашкар хулинчи, Çĕрпÿпе Элĕк районĕсенчиуявсенче те сĕннĕ хамăр ĕçсене”, — пĕлтерчĕ Вячеслав Михайлович.

Красноармейскинчи ачасен пултарулăх çурчĕн “Хозяюшка” (ертÿçи И. Г. Иванова), “Сувенир” (В.В. Александрова), “Умелые руки” Н. В. Кривошеев) вĕрентÿ пĕрлешĕвĕсене çÿрекенсен ĕçĕсем патĕнче те ирĕксĕрех чарăнса тăратăн. Апла пулсан, халăхра ал ăстисем тупăнсах тăраççĕ мар-и?!.

Спорт ăмăртăвĕсем те чылай пулчĕç Ака туйра. Пĕр вырăнта ав ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тупăшăвĕ пычĕ. “Пăтаттирсене”куракансем хавхалантарсах тăчĕç. Шашка-шахматла вылякансем те сахалăн мар тупăнчĕç. Çавăн пекех уяв уçланкинче пăт пуканĕ çĕклекенсем вăй виçрĕç. Дартс вăййи те иртрĕ. Волейболла та темиçе команда тупăшрĕ. Вĕрен туртакансем, шăчă тăрне хăпаракансем, михĕсемпе тытăçакансем, бокс вăййине юратакансем ăмăртрĕç. Ытти çулсенчи Ака туйсенче пулманни те тупăнчĕ: вăйлисем тиевлĕ лаша урапине туртассипе тупăшрĕç (ку енĕпе пуçласа пĕлтĕрхи Физкультурник кунĕнче вăй виçнĕччĕ).

Пĕчĕккисем валли вара уявра “Царь-гора” батут та, пĕчĕк карусель те пулчĕ. Сутуçăсем каçченех кил-çуртра усă курмалли тĕрлĕ таварпа апат-çимĕç, шăрăх çанталăка кура (ирхине кăшт уçăрахчĕ пулсан та) пылак шывсем, поварсем тутлă шÿрпепе шашлăк сĕнчĕç.

Çитес çулччен, Ака туй!!!



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
16 июня 2012
00:00
Поделиться