Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çур акире кам лайăхрах вăй хунă?

(Хуçалăхсен уй-хирĕсене çитсе курнă хыççăн)

Ырă ку йăла-йĕрке пирĕн районта та çирĕпленнĕ. Ака туй умĕн ятарлă комисси çулленех хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе акнă-лартнă ял хуçалăх культурисен уйĕсенче пулать, çур акире кам лайăхрах вăй хунине палăртать.

Кăçал та ав çаплах пулчĕ. Комисси членĕсем ертÿçĕ-специалистсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков ертсе пынипе июнĕн 5-мĕшĕнче çула тухрĕç. Малтанах вĕсем “Бахча” пĕрлешĕве çитрĕç.

— Çуртрисем 100, çĕр улми 120 гектар акса-лартса хăвартăмăр, — пĕлтерчĕ Н. Мамедов ертÿçĕ.

Янкас ялĕ çывăхĕнчи 60 гектар “эстер” сортлă тулă та лайăх аталанать. Шел, кивĕ сеялкăпа акни, лаптăка пусăрăнтарманни хăйĕн йĕрне хăварнах çав.

“Красное Сормово” пĕрлешÿн Васнар ялĕ çывăхĕнчи 23 гектар çинчи урпа уйне пăхма кăмăллă.

— I репродукциллĕ “эльф” сорт акса хăвартăмăр, — терĕ Д. Скворцов агроном. (С. Иванов ертÿçĕ те кунтахчĕ).

Лаптăк пĕр тикĕссĕн курăнать. Çывăхри 45 гектар элита вăрлăхлă викăпа горчица (сар пăрăç) уйĕ те хитре.

В. Н. Платонов хресчен фермер хуçалăхĕнче кăçал урпа 179, çурхи тулă 20 гектар акнă, çĕр улми 5 гектар лартнă.

— Хăш-пĕр уя вăрлăха хĕреслĕ майпа варăнтартăмăр. Çĕр пĕр евĕр пиçсе пыманни те чăрмантарчĕ, паллах, — палăртрĕ Виталий Николаевич.

“Караево” пĕрлешÿре, В. Семенов агроном çирĕплетнĕ тăрăх, çуртрисем 514, “иккĕмĕш çăкăр” 85 гектар йышăнаççĕ. Пĕр трактор çĕр улми пуссинче хысаксем тăвать. Улăхри 50 гектар çинче кукуруза акма çĕр хатĕрлеççĕ.

— “Таябинка” агрофирмăра комбайнсем улăма вĕтетсе çĕр çине тăкса хăвараççĕ. Выльăх валли вăл кирлĕ мар пулсан, çакăн усси пысăк. Хăй вăхăтĕнче ав “Россия” колхозра çуллен уя 19 пин тоннăна яхăн тислĕк кăларнă. Хура пусăсене халĕ те илсе тухмалла ăна, — сĕнÿ пачĕ районти Н. Александрова тĕп агрохимик.

— Тислĕкĕ пур пирĕн. Уя кăларса сапаламалли ПРТ агрегат çук, — тÿрре тухма пăхрĕ Владислав Ильич.

Хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем, пысăк стажлă агрономпа килĕшсе, районти пĕр-пĕр хуçалăх никĕсĕ çинче уйсене тислĕк кăларакан мобильлĕ ушкăн кирлине палăртрĕç.

“Волит” пĕрлешÿ уйĕсене В. Петров ертÿçĕ кăтартса çÿрерĕ. Япăх мар вĕсем.

В. Н. Шумилов хресчен фермер хуçалăхĕнче те тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Кунта 2 гектар купăста лартнă. Ăна çĕнĕ йышши технологипе усă курса шăварма палăртаççĕ.

— Çывăхра шыв çук, ăна перекетлеме тивет. Шăпах çакă тĕпре пулĕ те, кунсăр пуçне çак майпа шăварнă чухне шыва минераллă удобренисем те хушма май пур. Тухăçа 2—2, 5 хут ÿстерме пулĕ капла. Çитес çул ку енĕпе татах та тĕллевлĕреххĕн ĕçлесе кайăпăр, — каласа пачĕ Валерий Николаевич.

Ку хуçалăхра ял çыннисем валли 1 гектар ытларах выльăх кăшманĕ акса хăварнă. Çуртрисем те ешĕл çĕкленеççĕ.

В. А. Васильева хресчен фермер хуçалăхĕн Сартăван ферми çывăхĕнчи качака курăкĕ çулса çитереççĕ. Симĕс масса япăх мар тухать. Унăн çÿллĕшĕ 1 метртан та иртет. Çавăнпах район пуçлăхĕсем хуçалăх ертÿçисене выльăх апачĕ хатĕрлеме паян-ыран пуçăнмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç. “Шатьма” пĕрлешÿре курăк çулма тухнă, “Красное Сормовăра” силос траншейине йĕркене кĕртеççĕ терĕç.

“Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн агрономĕ О. Козлова каланă тăрăх, кунта çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 500 гектар ытларах, çĕр улми 23 гектар. Шел, тырăсене имçамламасăр, минераллă удобренисемсĕр акнă.

“Çапах кăçал Кĕçĕн Шетмĕ механизаторĕсем ытти çулхинчен туслăрах вăй хунине уйрăммăн палăртмалла”, — терĕ район пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ И. Степанов.

“Колос” хуçалăхăн çĕнĕрен тăвакан кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи уйĕсем çум курăкран таса.

—Тулă 250, урпа150, сĕлĕ 10 гектар акса хăвартăмăр, — пĕлтерчĕ Н. Фомин управляющи.

“Таябинка” агрофирма уйĕсем районăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вырнаçнă. Ытти чухнехи евĕрех, хитрен курăнаççĕ. Пăрçа 90 гектар йышăнать. Пахалăхлă вăрлăхпа, имçамласа тата минераллă удобренисемпе акни-лартни куç кĕретех. Тĕш тырăпа çĕр улми вăрлăхне имçамлама çеç кунта 1300 пин тенкĕ уйăрнă.

— Механизаторсем, тĕпрен илсен, пĕр сменăпа кăна вăй хучĕç. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте те, акнă чухне те, минераллă удобренисем хывнă вăхăтра та пĕрер агрегат çеç ĕçлерĕ, — ĕçтешĕсемпе сăмахларĕ С. Молотков тĕп агроном.

Агрофирмăн “Красноармейски — Çĕрпÿ” автоçул хĕрринчи 15 гектар çине майăн 1-мĕшĕнче “любава” сортлă çĕр улмине имçамласа лартнă. Хысаксем тунă, йĕрсем пĕр тикĕс, колорадо нăррисем курăнмаççĕ. Гербицид сапма кĕç-вĕç тухаççĕ.

В. Н. Петров хресчен фермер хуçалăхĕ те малашлăха пăхать. Тулăпа урпа 150 гектар ытларах, çĕр улми 10 гектар йышăнаççĕ.

Хуçалăх ертÿçисене нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене çĕнетсех тăма чĕнсе каларĕç. Районти Н. Александрова тĕп агрохимик çĕре “сыватма” клевер ытларах акса тума сĕнчĕ.

“Гигант” ЯХПКра çапла тăваççĕ те, хÿхĕм çĕкленнĕ клевера çулма та вăхăт çитнĕ.

— Çуртрисем 465 гектар йышăнчĕç, 150-шне сухаласа, ыттине нумай çул ÿсекен курăксене пăсса акрăмăр. Ыран лаптăксене гербицид сапма тытăнатпăр, — ĕç-пуçпа паллаштарчĕ Ю. Петров председатель.

Упи тăрăхĕнчи хуçалăхсенчи лару-тăру пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов каласа пачĕ тата кăтартса çÿрерĕ.

Комисси членĕсем “Досаево” ял хуçалăх артелĕн уйĕсене те хак пачĕç, хăйсен ĕç-хĕлне те Тусай çĕрĕ çинчех пĕтĕмлетрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков çур акире ырми-канми вăй хунăшăн хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсене, вĕсем урлă мĕн пур ял ĕçченĕсене 2012 çулхи тыр-пул никĕсне хывнăшăн ăшшăн тав турĕ, ăна пăхса тăрас малашнехи ĕçсенче вăй-хăватпа пархатар сунчĕ.

Çур аки итогĕсемпе палăрнисене вара районти çитес вырсарни кунхи Ака туйра тивĕçлипе чыслĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
08 июня 2012
00:00
Поделиться