Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«Пăлан мăйраки» те, космос кактусĕ те пур...

Çуркунне мĕн çинчен калаçмалла? Паллах, чечексем пирки. «Вĕсем ачаш та çепĕç сасса туяççĕ. Ырă, уçă кăмăллă çын килĕнче хĕпĕртесе ÿсеççĕ. Кил хуçи чирлесен, килте укçа-тенкĕ çитсе пымасан чечексем пĕчĕккĕн шанма пуçлаççĕ», - паллаштарать Красноармейски салинче пурăнакан Ольга Дуйсембаева. Ольга Александровна ачаранпах ÿсен-тăран тĕнчипе интересленет. Хĕр-упраç çулĕсенче мĕнле кăна чечек ÿстермен-ши вăл пахчара? Пÿлĕмрисенчен вара чăн малтан беларкониум /халăхра ăна герань теççĕ/ лартнă. «Килте, çемьере хирĕçÿ тухасран упрать вăл. Хăлха ыратнинчен те сиплет. Сывă мар чухне унăн çулçине хăлха патне тытмалла çеç - туххăмрах иртет», - сĕнет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Амангельды Иллюбаевичпа çемье çавăрса 5 ача çуратсан та чечексем пирки манман. «Нумай ача амăшĕн пĕр алли - вутра, тепри - шывра», - теççĕ пулин те Ольга Александровна пÿлĕмри чечексен йышне ÿстерсех пынă. Çав вăхăтрах пултарулăхпа /Хусанти культура институтне пĕтернĕскер пĕр тапхăр Красноармейскинчи халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕнче вăй хунă/ илем тĕнчине çыхăнтарма пултарнă. Çав вăхăтрах Дуйсембаевăн килĕнче аквариум пур: пулăсем ĕрчетет. Çыхма юратать, психологипе кăсăкланать.

Халĕ унăн хаклă йышши 150 яхăн чечек. Пальма, олений рог, дифенбахия, стрелеция, хлорофитум, аспарагус, бальзамин, фикус, спатефиллиум, темиçе тĕрлĕ кактус, глоксиния... пурне те асăнса та пĕтереймĕн. «Вĕсене чÿрече янаххисем çине, урайне лартатăп. Урайĕнче вĕсем лайăхрах ÿсеççĕ. Чечексенчен, скульптурăсенчен тĕрлĕ композици тăватăп. Вĕсене вăрăран ÿстерме кăмăллатăп. Шупашкара е ытти хулана кайсан яланах ятарлă лавккана кĕретĕп, çĕнĕ йышши чечек туянатăп. Юлашки вăхăтра фиалкăсемпе интересленме пуçларăм. Çынна фиалка парнелени «эпĕ сана пуринчен ытла хисеплетĕп» тенине пĕлтерет. Чылай хĕрарăм чĕрĕ чечек çыххи панине кăмăллать. Анчах вазăри «илем» часах шанать. Çавăнпа эпĕ мăшăрăмпа ачасене хама чÿлмекри чечексене парнелемешкĕн ыйтатăп. Вĕсене юратса ÿстеретĕп. Калаçатăп, чунăма уçатăп. Шанма пуçланă чечексене асăрхасан лăпкăлăха çухататăп, сиплетĕп. Кунне темиçе хут та пыра-пыра пăхатăп», - чунне уçать Ольга Дуйсембаева.

Чечексенчен хăшĕ чи юратни-ши - çакна палăртаймасть ăста. Уншăн пурте - çурăлаканни те, çурăлманни те - кăмăллани. Вĕсем пирки кил хуçи хĕрарăмĕ сехечĕ-сехечĕпех калаçма хатĕр. «Олений рог» чечеке çитĕнме çĕр кирлех те мар: шыв сапнипех ÿсет. Вăл пăлан мăйраки евĕрлĕ. Стрелеция чечекĕ çурăлнă вăхăтра кайăка аса илтерет. Нумаях пулмасть Ольга Александровна Чул хуларан космос кактусне илсе килнĕ. Чечекçĕ каланă тăрăх кирек хăш кактус сивве кăмăллать. Уçăрах çĕрте хăвăрт ÿсет, тăтăшрах çурăлать. Ÿснĕçемĕн ăна сахалрах шăвармалла, унсăрăн вăл типме пултарать.

Дуйсембаева çуллахи вăхăтра пахчара тĕрлĕ йышши чечек ÿстерет. Чечек- тĕмрен тĕрлĕ тĕслĕ курăкран композицисем тăвать. Темиçе йышши пĕтнĕкрен, чапăр курăкĕнчен, мелиссаран вĕретнĕ чейпе хĕлĕпех сăйланать çемье. Кĕл чечексемпе лагибридсем, клематиссем çăвĕпех куçа савăнтараççĕ. «Стевиянăн пĕр-икĕ çулçине чее ярсан сахăр хушмалла та мар: ахалех пылакланать», - вăрттăнлăха уçать пахчаçă. Вăл чечек тĕнчи пирки ытларах пĕлес тесе «Цветовод» журнал çырăнса илет, Интернетра çĕнĕлĕхсемпе паллашать. Енчен те кăмăлăм пусăрăнчăк - эпĕ савăнăçлă юрăсем итлетĕп. Çĕнĕ, хитре тум тăхăнса урама тухатăп», - пĕлтерет ăш пиллĕ хĕрарăм. 4 хĕрĕпе ывăлĕ - /сăмах май, вĕсем пурте чечек юратаççĕ/ пурнăç илемĕ, хавхалану кÿреççĕ. Чечеке юратнăранах Дуйсембаевсем кĕçĕн хĕрне Айгуль ят хунă. Каçхи чечек тенине пĕлтерет вăл.



"Хыпар"
22 мая 2012
00:00
Поделиться