Çамрăк икĕ врач ĕçе кÿлĕнчĕç
Çÿлерех асăннă Указа РФ Правительствин Председателĕ В. Путин пуçарăвĕпе хатĕрленĕ “Земство тухтăрĕ” проекта пурнăçлас тĕллевпе йышăннă.
Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă бюджет учрежденийĕнче те, Г. Сушко тĕп врач çирĕплетнĕ тăрăх, врачсем çитсех каймаççĕ. Кадр ыйтăвĕ юлашки вăхăтра уйрăмах çивĕчленсе çитнĕ. Çакна тĕп врач тĕрлĕ шайра пĕр хут çеç мар хускатнă. Халĕ ав ку ĕçĕн пĕрремĕш “çимĕçĕсем” пур та. Районти тĕп больницăна кăçал “Земство тухтăрĕ” проектпа килĕшÿллĕн икĕ çамрăк врач (шăл тухтăрĕсем) килнĕ. Ку йыша кĕçех тата икĕ çамрăк врач хушăнни те питех те вырăнлă пулĕ. Çакна Галина Николаевна хăй те, больницăн ытти ĕçченĕсем те çирĕппĕнех шанаççĕ.