Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Президента суйларăмăр

РФ Президенчĕн суйлавĕ иртрĕ. Пирĕн район çыннисем те мартăн 4-мĕшĕнчи сасăлава активлă хутшăнчĕç.

Çакна районти 11187 суйлавçăран 10222-шĕ е 91, 37 процент суйлава хутшăнни те аван çирĕплетет. Ку кăтартупа район республикăра лайăххисен шутне кĕчĕ (4-мĕш кăтарту).

Çавна вырăнсенче ăнлантару ĕçне вăйлатни те витĕм кÿнĕ ĕнтĕ. Çапах район çыннисен активлăхĕ ÿснине те палăртса хăвармаллах. Крентейкасси (97, 45%), Тусай (97, 44), Мăн Шетмĕ (96, 16) суйлав участокĕсенче сасăлава пурте хутшăннă кăтартăва çывăх тăчĕç-çке. Апла пулсан пирĕн ентешсене те çĕр-шывăн малашлăх шăпи шухăшлаттармасть мар. Вĕсем те Раççейре юлашки тапхăрта пулса иртнĕ лайăх улшăнусене асăрхамасăр хăварман.

Чылай аналитиксем Мускавра оппозици ирттернĕ митингсем çĕр-шыври çынсен пĕтĕçÿлĕхне ÿстерчĕç тесе хак параççĕ. Ку çаплах-и? Кашни хăйне валли пĕтĕмлетÿ тутăр.

Путиншăн сасăланисен хисепĕпе те (68, 28 %) район 28 хулапа район хушшинче 10-мĕш вырăнта, республикăри (62, 32) тата çĕр-шыври (63, 8) вăтам шайран çÿлте.

Ку тĕлĕшпе уйрăмах Санькасси (81, 82 %), Шывпуç, Карай, Яманак, Кушар, Тусай, Чатукасси, Енĕшкасси, Шупуç, Кĕçĕн Шетмĕ, Упи, Пшонкă, Кушкă, Пикшик суйлав участокĕсенче малта пулчĕç. Чăннипе Владимир Владимирович пур участокра та чи нумай, çурринчен чылай ытла сасă пухнă.

Ытти кандидатсенчен 2-мĕш вырăнти Зюганов Крентейкасси, Алманч, Еншик Чуллă, Красноармейски, Ямайкасси суйлав участокĕсенче нумайрах, Карай, Кушар, Шывпуç, Яманак, Тусай участокĕсенче сахалрах, Жириновский (районĕпе тата республикипе те 3-мĕш, çĕр-шывĕпе 4-мĕш кăтарту) Пшонкă, Заволжски, Кĕçĕн Шетмĕ суйлав участокĕсенче ытларах, Санькассипе Шупуç тăрăхĕсенче чи сахал, Прохоров Заволжски, Красноармейски, Крентейкасси участокĕсенче ытларах, Санькасси, Пшонкă, Алманч, Пикшик участокĕсенче пачах та пухаймарĕ е сахал сасă пухрĕ. Мироновăн районĕпе (3, 13%), республикипе (4, 44%), çĕр-шывĕпе те (3, 8%) сасăсен шучĕ чи пĕчĕкки. Уншăн Именкасси, Пикшик, Заволжски участокĕсенче сасă ытларах, Санькасси, Шупуç, Пшонкă, Кĕçĕн Шетмĕ, Яманак участокĕсенче чи сахал сасă панă.

РФ Президенчĕн суйлавĕ районта, республикăра, çĕр-шывра та аван иртрĕ. Ман шутпа, вăл малашлăх тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама тăнăç лару-тăру туса пачĕ.

Анчах çакна манмалла мар. Вырăнти ĕçсене пире никам та çÿлтен килсе туса парас çук. Вĕсене хамăрăнах тумалла.Турра шан, хăв та тăрăш, тенĕ. Ман ку сăмахсене кăшт улăштарса Мускава шан та хăв та пĕтĕм вăйран тимле теес килет.



13 марта 2012
00:00
Поделиться