Хисеп те чыс сире, ветерансем!
Иртнĕ çул ЧР Президенчĕ М. В. Игнатьев “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен” Указа алă пусрĕ. Ку ята унпа килĕшÿллĕн 40 çултан кая мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсене параççĕ. Асăннă Указ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Республикăри ĕç ветеранĕсен çапла майпа социаллă пулăшу — кашни уйăхра 980 тенкĕ укçа тÿлевĕ илме ирĕк пур. Кунсăр пуçне вĕсене çыхăну пулăшăвĕсен тÿлевĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацийĕ параççĕ.
Трак енре хальлĕхе “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илме 400 ытла çын заявлени çырнă. Ку таранччен 53-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн пĕчĕк залĕнче черетлĕ ушкăна çакна ĕнентерекен удостоверенисем панă ятпа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем чыс-хисепе тивĕçнĕ 17 çынна сĕтелсем хушшине вырнаçса вĕри чейпе пĕчĕк кукăльсем астивме йыхравларĕç.
Вĕсене чи малтанах район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ А. В. Шестаков саламларĕ, хăй вăхăтĕнче ĕçре хура тар юхтарса палăрнисене тав турĕ, ырă сывлăхпа вăй-хăват сунчĕ. Андрей Владимировича хăйне çĕнĕ пысăк должноçа кÿлĕннĕ май ыр сунса Янмурçин ялĕнчи Зоя Касьяновна Семенова ветеран пил пачĕ.
— Манăн аннем те — ветеран. Сире курсан, чун хĕпĕртет. Республика ертÿçи ветеран ятне пама Указ кăларни пĕрремĕш утăм çеç-ха. Самани лайăх пулсан, ĕç стажне пĕчĕклетессипе те çĕнĕ улшăнусем пулаççех, — салам сăмахĕсем каланă май палăртрĕ ЧР Юстици министрĕ Н. В. Прокопьева.
Пĕтĕм Раççейри “Пенсионерсен пĕрлĕхĕн” Чăваш Енти обществăлла организацийĕн ертÿçи В. В. Сапожников та ырă сунчĕ вĕсене, “кашнин çинчен нумай каласа пама-çырма пулать”, терĕ, хăй те ачалăхпа çамрăклăх çулĕсенче çурлапа тырă вырнине, комбайнер пулăшаканĕнче ĕçленине аса илчĕ.
Унтан Надежда Викторовнапа Валерий Васильевич “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнисене удостоверенисем пачĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ хăйĕн пурнăçне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă, уй-хирпе фермăсенче ырми-канми вăй хунă. Красноармейскинчи Г. И. Антонова вара — обществăлла апатланура, Г. П. Васильева сывлăха сыхлас ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ. Галина Пантелеймоновна ав хăйсене çапла чысланăшăн пухăннисен ячĕпе власть органĕсенче тимлекенсене ăшшăн тав турĕ.
Чыс-сума тивĕçнисене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ю. А. Васильев, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. А. Киселев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова тата “Пенсионерсен пĕрлĕхĕн” Красноармейскинчи уйрăмĕн председателĕ А. П. Никитин ăшă сăмахсем каларĕç.
Хисеплĕ ветерансене райцентрти культура ĕçченĕсем хаваслă юрăсем парнелерĕç. В. В. Сапожников сĕнни-пуçарнипе пухăннисем анне çинчен хывнă юрăна пурте пĕрле шăрантарчĕç.
* * *
Февралĕн 7-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Красноармейски тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсенче пурăнакан 23 çынна “ЧР ĕç ветеранĕ” ята илнине ĕнентерекен удостоверенисем панă. Вĕсене ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков, ЧР муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ертÿçи С. А. Николаев саламланă.
* * *
Февралĕн 7-мĕшĕнчи каçхине Упири кану центрĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. И. Николаев ку тăрăхри ватăсен пĕр ушкăнне “ЧР ĕç ветеранĕ” ята илнине ĕнентерекен удостоверени панă.