Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ырă хыпарсем

- Красноармейскинче хоккейла выляса “Ылтăн шайба” клуб призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри ăмăртусен зонăри пĕрремĕш тапхăрĕн вăййисем иртнĕ. Шупашкар хулин команди хыççăн красноармейскисем унта иккĕмĕш вырăн йышăннă.

- Район администрацийĕн çул çитмен çамрăксен тата вĕсен прависене сыхлас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн икĕ ашшĕ-амăшне штрафланă, виççĕшне асăрхаттарнă, теприне ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсенчен хăтарма пултарассине аса илтернĕ.

- Ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççей Геройĕ Н. Ф. Гаврилов генерал-лейтенант парнисене çĕнсе илессишĕн пынă Пĕтĕм Раççейри турнирта Красноармейскинчи ДЮСШри Никита Дубов 54 килограмлă виçере — пĕрремĕш, Фарух Махмадалиев (54 кг) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă (тренерĕ — Л. Павлов).

- Сывлăха сыхлакан учрежденисенче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕнче профкомăн çĕнĕ председателĕ пулма Красноармейски тĕп больницин тĕп медсестрине Э. Алексеевана шаннă.

- Алманч ял тăрăхĕн активĕн пĕр ушкăнĕ Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче хăйсен ентешĕн — А. Степанов (Пăртта) — пьеси тăрăх лартнă “Андеграунд” спектакль премьерине пăхнă.

- Красноармейскинчи Светланăпа Андрей Григорьевсен йĕкĕрешсем — Арсенийпе Арина çуралнă.

- Красноармейскинчи Васильев урамĕнчи нумай хваттерлĕ 8-мĕш çурта тĕпрен юсас ĕçсем вĕçленнĕ, ку тĕлĕшпе 841358 тенкĕпе усă курнă.

- Чатукасси ялĕнчи А. Н. Егоров 70 çулхи юбилейне паллă тунă. Александр Никифорович бригадирта тата заправщикре ĕçленĕ. Мăшăрĕпе — Зоя Ивановнапа — 3 хĕрпе 3 ывăл ÿстернĕ.



13 января 2012
00:00
Поделиться
;