Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Бюджет каллех пысăкланать

Ĕнер Михаил Игнатьев Президент ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ.

«Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕпе Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ - Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă.

Президент Улатăрсемшĕн савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ - монохулана модернизацилемелли комплекслă инвестици планĕн хăш-пĕр мероприятине пурнăçлама хулана федераци бюджетĕнчен 175,93 млн тенкĕ уйăраççĕ. Республика пуçлăхĕ 2012 çулта çак укçапа тивĕçлипе усă курмаллине палăртнă.

Чăваш Ен - 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн хавхалантарма дотаци пама пăхнă 10 субъект шутĕнче. Вăл 104 млн тенкĕпе танлашать.

Çавăн пекех саккун проектĕнче грант суммине - Чăваш Республикин 2011-2012 çулсенчи бюджет тăкакĕсен эффективлăхне ÿстермелли программа мероприятийĕсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен паракан субсидие - шута илнĕ. Çак субсидие пама конкурс ирттерсе Раççей Федерацийĕнче 15 субъекта суйласа илнĕ, Чăваш Ен вĕсен йышĕнче. Субсиди 57,5 млн тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех федераци бюджетĕнчен тĕллевлĕ хушма субсидисемпе субвенцисем 49,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутра граждансен хăш-пĕр ушкăнне санаторипе курортра сипленнĕшĕн патшалăх енчен социаллă пулăшу кÿме, агропромышленноç комплексне пулăшма, инвалидсене техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тата ытти те.

Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх - тĕпрен илсен саккун проекчĕ республикăн 2011 çулхи бюджечĕн тупăшĕсене федераци бюджечĕн тата 387,2 млн тенкипе ÿстерме пăхать. Республика бюджечĕн тăкакĕсем 293,6 млн тенкĕ ÿсеççĕ.

Бюджет укçипе тивĕçлипе усă курас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкар хулинчи тасатакан биологи сооруженийĕсене юсама укçа сахалрах ярса Патăрьел салине шывпа тивĕçтерме 78,7 млн тенкĕ уйăраççĕ. «Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятине - хушма 17,8 млн тенкĕ, сывлăш транспорчĕпе çыхăннă хăш-пĕр мероприяти валли 4,5 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.

Саккун проектне Правительство ырланă, ЧР Патшалăх Канашĕнче пăхса тухма тăратнă.

 



 



"Хыпар"
20 декабря 2011
00:00
Поделиться
;