Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла

Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче районти санитарипе эпидемие хирĕçле комиссин ларăвĕ иртрĕ.

Комисси членĕсем кун йĕркине виçĕ ыйту кĕртрĕç: “2011—2012 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче районта грипран тата йывăр респираторлă вирус инфекцийĕсенчен асăрхаттармалли мерăсем çинчен”, “Халăхăн уйрăм ушкăнĕсене профилактика тĕрĕслевĕ витĕр кăларнин итогĕсем çинчен” тата “Алкогольпе усă курнине тĕрĕслессине вăйлатас, алкоголизма тата ĕçкĕ-çикĕне асăрхаттарас енĕпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен” программăри мероприятисене пурнăçлани”.

Пĕрремĕшĕпе Раççей потребнадзорĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи территори пайĕн специалист эксперчĕ С. Московская тухса каларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра районта инфекци тата паразит чирсемпе чирленин 1176 тĕслĕхне шута илнĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтра 890 пулнă, чирлессин шайĕ 1, 34 хут ÿснĕ. 2010 çулта грипран 5369 çынна прививка тунă, кăçалхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне — 1410 çынна. Заволжски ЛПУМГ администрацийĕ пулăшнипе кунта вăй хуракан 250 çынна прививка тунă. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле ытти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисен.

Асăннă ыйтупах районти тĕп больницăри З. Баранова врач-инфекционист та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Г. Сушко сăмах илчĕ. Галина Николаевна каланă тăрăх, пурĕ 2801 çынна медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Ку енĕпе Заволжски ЛПУМГра, “Таябинка” агрофирмăра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă управленийĕнче яваплăха çирĕп туяççĕ. Медицинăра, вĕрентÿре, суту-илÿре ĕçлекенсем те хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерсех тăраççĕ. Шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсенчен ытларахăшĕнче çакăн çине çиелтен пăхни самаях пăшăрхантарать. “Хуçалăхсен ертÿçисен çак тĕлĕшпе яваплăха хăпартмалли пирки канашлусенче пĕр хут кăна мар аса илтертĕмĕр”, палăртрĕ тĕп врач. Ертÿçĕсен тухтăрсен ыйтăвне хăлхана чикме вăхăт ĕнтĕ.

Виççĕмĕш ыйтупа та Г. Сушконах сăмах пачĕç. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, халĕ районта 624 ĕçкĕçе, çав шутра 149 хĕрарăма (юлашки вăхăтра вĕсен йышĕ самаях ÿсни те тарăн шухăша ярать) шута илнĕ. Коллективсемпе шкулсенче алкогольтен асăрхаттарса 107, наркотика хирĕçле 8, пирус туртни сиен кÿнине аса илтерсе 201 калаçу йĕркеленĕ, асăннă темăсемпех санитари бюллетенĕсем кăларнă, стендсем хатĕрленĕ.

Çак ыйтупах муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайăн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ В. Алексеев та тухса каларĕ. Владислав Юрьевич çирĕплетнĕ тăрăх, ЧР Президенчĕн 2002 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи “Алкогольпе усă курнине тĕрĕслессине вăйлатас, алкоголизма тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнине асăрхаттарас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен” 137-мĕш Указне пурнăçласа кăçалхи 10 уйăхра саккунсăр майпа алкоголь продукцийĕ сутнăшăн 12 çынна администативлă явап тыттарнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку евĕррисем 41-ен пулнă). Çак тĕллевпех район администрацийĕн экономика пайĕпе пĕрле 3, налук инспекцийĕн ĕçченĕсем хутшăннипе 7 рейд, полици уйрăмĕн сотрудникĕсем тата 100 ытла тĕрĕслев йĕркеленĕ, асăрхаттару операцийĕсемпе ытти ĕçсем ирттернĕ.

Комисси членĕсем сÿтсе явнă пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Ларăва комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Ю. Васильев йĕркелесе пычĕ.



09 декабря 2011
00:00
Поделиться
;