Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çырупа паллаштарнă

Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче, Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн 42-мĕш сессийĕ ĕçленĕ.

Сесси ĕçне РФ Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, тĕрлĕ ведомство, учреждени, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, район-хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен, тĕн пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пухăннă.

Унта Михаил Игнатьев Президент Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ патне янă “Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн” Çырăвĕпе паллаштарнă.

Сехет çурă хушшинче Михаил Васильевич республикăн социаллă пурнăçпа экономика, политика лару-тăрăвне туллин хакланă, умра тăракан тĕллевсене пайăррăн палăртнă.

Юлашкинчен журналистсем патне пырса вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май республика ертÿçи Çыру шăнăрĕнчи шухăша, “пĕтĕмпех çын валли, çыншăн” тенине çирĕплетсе çапла палăртнă: “Çынран хакли нимĕн те, никам та çук. Эпир çыннăн пурнăç шайне çĕклесси пирки нумай калаçатпăр. Паянхи Çыру хыççăн хамăр тата тăрăшарах ĕçлесе çынсен пурнăç шайне лайăхлатма пултарасси пирки иккĕленместĕп . Пирĕн тата та çине тăрарах, лайăхрах ĕçлемелле. Экономика кал-кал аталанчĕ тĕк пурнăç пахалăхĕ те çĕкленĕ, çакăн пирки иккĕленместĕп”.

Халĕ вара Министрсен Кабинечĕн шайĕнче Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçламалли татăклă мероприятисен планне йышăнмалла.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
18 ноября 2011
00:00
Поделиться
;