Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чупăва 489-ăн хутшăнчĕç

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри “Наци кросĕ-2011” чупу иртрĕ. Унта хутшăнса, Трак ен спортсменĕсем ырă йăлапа çулсен ÿсĕмне кура “Упи — Красноармейски” маршрутри тĕрлĕ дистанцисенче тупăшрĕç.

Кăçалхипе çак чупу 43-мĕш пулчĕ. Ăна район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи лапамра командăсем парада йĕркеленсе тăрсан тата ачасем театрализациленĕ илемлĕ спорт-шоу кăтартсан (Фарух Махмадалиев скутерпа пулчĕ, ун хыçне пĕрле ларнă Андрей Васильев Раççей ялавне çĕклесе пычĕ, ыттисем аллисене тĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк ялавсем тытнă), район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев уçăлнă тесе пĕлтерчĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăранă хыççăн çăмăл атлетсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ăшшăн саламларĕ. “Кăçалхи çурла уйăхĕнче Китайри Шэньчжэн хулинче пулнă Пĕтĕм тĕнчери çуллахи ХХVI Универсиадăра пирĕн ентеш, Яманак ялĕнче çуралнă Л. Кузьмина чăрмавсем урлă 3 пин метра чупса кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Людмила пек мухтавлă спортсменсем сирĕн хушăран татах та тухасса шансах тăратăп”, — терĕ Владимир Валерьянович. Вăл кунпа пĕрлех район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Э. П. Шумилова çуралнă кунĕ ячĕпе ыр сунчĕ.

Чупăва хутшăнакансене Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева та хаваслă стартпа ăнăçлă финиш сĕнчĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи В. М. Егоров вара чупу программипе паллаштарчĕ.

12 сехетре физкультурăпа сиплев комплексĕ тĕлĕнчен VIР-чупăва хутшăнакан 26 çынна старт пачĕç. Вĕсем хушшинче район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, унăн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ И. В. Степанов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Э. П. Шумиловпа А. В. Шестаков, тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿ ертÿçи, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ С. П. Иванов, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Г. Н. Сушко, районти ветеринари станцийĕн ертÿçи Э. Г. Сорокин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ыттисем пулчĕç.

Унтан 2002 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах ачасем (пĕтĕмпе 51-н) финиша пĕрин хыççăн тепри çитрĕç.

Ветерансем газ уçлакан Заволжски станцинелле пăрăнакан çул тĕлĕнчен старт илеççĕ. Вĕсем хушшинче малти виçĕ вырăна В. Е. Егоров (1949 çулта çуралнă, Чатукассинчен), Трак вăтам шкулĕнчи А. И. Сидоров вĕрентекен тата районти “Васкавлă пулăшу” уйрăмĕнчи Э. С. Арсентьев фельдшер йы-шăнчĕç. Сăмах май, çак кун дистанцире çулĕсемпе чи асли К. Ф. Шачкин (1934 çулта çуралнă, Именкассинчен), чи çамрăкки Ким Григорьев (2009 çулта çуралнă, Красноармейскинчен) пулчĕç.

60 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен малти виçĕ вырăна М. С. Семенова (Красноармейски) тата З. А. Игнатьевапа М. Т. Тимофеева (Еншик Чуллă) çĕнсе илчĕç.

Массăллă старт чи йышли пулчĕ, унта 131-н вăй виçрĕç.

9-мĕш класченхи хĕр ачасем дистанцине 53-ĕн тухрĕç, финиша Анжела Иванова (Мăн Шетмĕ шкулĕ) чи малтан çитрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — К. Львовапа А. Андрейцева (Трак шкулĕ).

Ку ÿсĕмри арçын ачасенчен Мăн Шетмĕри С. Спиридоновпа А. Васильев тата Еншик Чуллăри А.Степанов маттуртарах пулчĕç.

Аслăрах ушкăнри (10—11 классем ) хĕрачасемпе арçын ачасенчен 1—3-мĕш вырăнсене Е. Никитина (Пикшик), И. Хайбуллина (Трак шкулĕ), Е. Яковлева (Пикшик), Мăн Шетмĕри Е. Дмитриев, Еншик Чуллăри С. Петров, Пикшикри Г. Ильин йышăнчĕç. Ку ÿсĕмри арçын ачасем валли Упи ял тăрăхĕ ятарлă призсем çирĕплетнĕ: ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕ Р. Н. Гаврилова малти виçĕ вырăна йышăннăшăн вĕсене 500—300—200 тенкĕ укçан пачĕ.

30 çулчченхи каччăсемпе хĕрсенчен В. Трофимов (“Вольник”), А. Пантелеймонов (ЧПУ), А. Ласкеев (“Вольник”), тĕнче класлă спорт мастерĕ О. Хайбуллина, Л. Михайлова (Чатукасси), ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççей чемпионĕ пулса тăнă Г. Дуйсембаева палăрчĕç. 40 çулчченхи арçынсенчен А. Михайлов, С. Алексеев тата В. Афанасьев, ку ÿсĕмри хĕрарăмсенчен Л. Ильина (Карай), А. Мефодьева (Алманч), Е. Афанасьева (Кĕçĕн Шетмĕ), 50 çулчченхисенчен Л. Андреева (Кĕçĕн Шетмĕ), Н. Пантелеймонов (район администрацийĕ), В. Терентьев (райпо), Г. Прохоров (Чатукасси), О. И. Васильевпа В. Т. Никифоров (район администрацийĕ), 60 çула çитичченхисенчен Р. К. Сергеева (райбольница), И. П. Григорьев (Красноармейски), В. В. Миронов (район администрацийĕ), Н. И. Антонов (Трак шкулĕ), Ю. В. Арманов (Именкасси), М. Д. Голубев (вĕрентÿ пайĕ) ăнăçлăрах тупăшрĕç, хăйсен ÿсĕмĕсенче малти вырăнсене тивĕçрĕç.

Чи вăйлисем тата маттуррисем (вĕсем пурĕ 26-ăн пулчĕç), паллах, “Упи — Красноармейски” дистанцине чупса тухрĕç.

Дистанцисенче мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе, сувенирсемпе чысларĕç. Чыслава ЧР юстици министрĕпе Н. В. Прокопьевапа, район ертÿçисемпе пĕрлех Трак енĕн маттур спортсменкисем О. Хайбуллинапа (Кĕçĕн Шетмĕ) Г. Дуйсембаева (Красноармейски) хутшăнчĕç.

Çак кун районта асăннă чупăва пĕтĕмпе 489 çăмăл атлет хутшăнчĕ.

Автортан. Ку материала пичете хатĕрлеме пулăшнăшăн район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан тĕп специалист экспертне Т. С. Васильевана тав тăватăп.



30 сентября 2011
00:00
Поделиться
;