Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чăваш ачисем - экологи форумĕнче

Раççейри ача-пăчасен экологи общество юхăмĕ кашни çулах Раççей тата тĕнче шайĕнче кĕçĕннисем валли “Симĕс планета” экологи форумĕ йĕркелет. Форума хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ çулсерен ÿснине палăртма та кăмăллă. Кăçал унта Раççей Федерацийĕн 78 субъектĕнчен тата 14 çĕр-шывран /вĕсен йышĕнче: Аргентина, Армени, Беларуç, Бразили, Болгари, Германи, Итали, Казахстан, Китай, Молдова, Румыни, Узбекистан, Украина, Эстони/ 350 пине яхăн ача хутшăннă.

Асăннă форума Чăваш Республикинчи 28 вĕренекен çитни те хăпартлантарать. 2010 çулта 33 чăваш ачинчен 21-шне Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри экологи форумĕн лауреачĕн дипломĕсемпе наградăланăччĕ. Кăçал 5 ĕç IX “Сĕмĕс планета” Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча экологи форумĕн, 6 ĕç - IX “Симĕс планета” Раççейри ача-пăча экологи форумĕн лауреат ятне тивĕçнĕ.

Маттуррисен йышне Алексей Михайлов /Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул/, Дмитрий Николаев /Улатăрти 9-мĕш вăтам шкул/, Анастасия Саутина /Çĕмĕрлери 1-мĕш гимнази/, Александр Чалышев /Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкул/, “Сатлай” фольклор коллективĕ /Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри вăтам шкул/, Александрина Григорьева, Валентина Маркова, Виктория Петрова /Вăрнар районĕнчи Алгазинăри вăтам шкул/, Елена Леванова, Евгения Остакова /Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ гимнази/, Анжелика Прокопьева /Канашри 8-мĕш вăтам шкул/, Юлия Моисеева /Çĕмĕрлери ачасене хушма пĕлÿ паракан центр/ лекнĕ. Вĕсем тĕрлĕ конкурсра палăрнă.



"Хыпар"
19 сентября 2011
00:00
Поделиться
;