Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пирĕн ентеш те пулнă

Çурла уйăхĕн 12—23-мĕшĕсенче Китайри Шэньчжэн хулинче Пĕтĕм тĕнчери çуллахи ХХVI Универсиада иртрĕ.

Унта 150 çĕр-шыври 10 пин ытла çамрăк спортăн 13 тĕсĕнче вăй виçнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пур ăмăртăва та хутшăннă. Çĕр-шыв чысне 62 регионти 476 хĕрпе каччă хÿтĕленĕ. Пирĕн команда пĕтĕмпе132 медаль (42 ылтăн, 45 кĕмĕл тата 45 бронза) çĕнсе илме пултарнă. Ăмăрту хуçисем — китаецсем — пĕрремĕш вырăнта, вĕсен пурĕ 145 медаль (75—39—31). Япони спортсменĕсен 87 (23—26—38) медаль.

Китайри Универсиадăна чăваш спортсменĕсем çиччĕн хутшăннă, улттăшĕ студентсен спорт форумĕнчен медальсемпе таврăннă, çав шутра пирĕн районти Яманак ялĕнче çуралнă Л. Кузьмина та. Людмила çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăрмавсем урлă 3 километра чупнă, финиша 9 минут та 44, 77 çеккунтра çитсе кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Маттур, Люда! Эсĕ Трак ене тĕнче шайне тепĕр хут кăлартăн.

Канаш хĕрĕ Ксения Кириллова велоспорт-маунтинбайк енĕпе тупăшса ылтăн медале тивĕçнĕ. Шупашкарти Марина Максимова — сăнă ывăтса, Раççей патшалăх физкультура университечĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн студенчĕ Вячеслав Ластухин йывăр атлетсен 77 килограмм таран виçинче вăй виçсе иккĕмĕшсем пулса тăнă. Муркаш районĕнчи Нина Охотникован (вăл 20 километра утнă), Вăрнар районĕнчи Екатерина Горбунован (1, 5 километра чупнă) — бронза медальсем.

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче тĕнчери студентсен спорт федерацийĕн ялавне Раççее панă. Тата 2 çултан çуллахи ХХVII Универсиада пирĕнпе кÿршĕллĕ Тутар Республикин тĕп хулинче — Хусанта иртĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
06 сентября 2011
00:00
Поделиться
;