Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

XXVI Универсиадăран - ултă медальпе

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Китайри Шэньчжэнь хулинче савăнăçлă самантра студентсен Пĕтĕм тĕнчери XXVI Универсиади вĕçленчĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди вунă куна пынă çивĕч кĕрешÿре 132 медаль - 42 ылтăн, 45 кĕмĕл тата 45 бронза - çĕнсе илнĕ.

Пирĕн ентешсем Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăсенче 1970 çултанпа ăмăртаççĕ. Шăп хĕрĕх пĕр çул каялла Италири Турин хулинче иртнĕ Универсиадăра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ Николай Пуклаков 5000 метрлă дистанцире чупса пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1985 çулта вара Японири Кобэ хулинче Универсиадăн ылтăн медальне вунă çухрăма утса тухса асăннă институтран вĕренсе тухнă Патăрьел районĕн Аслă Арапуç хĕрĕ Александра Деверинская çĕнсе илнĕ.

Хăш-пĕр Универсиадăра тăван çĕр-шыв чысне тăватă чăваш каччипе хĕрĕ таран хÿтĕленĕ. Хальхинче вара Китайра Вячеслав Ластухин штангист, икĕ велосипедистка тата тăватă çăмăл атлет ăмăртрĕ. Вĕсем пурте унта лайăх результатсем кăтартрĕç, çапла майпа тăван республикăн тата Раççей Федерацийĕн чысне тата çÿллĕрех шая çĕклеме пултарчĕç.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче 25 çухрăм ытла тăсăлакан сăртлă-туллă трассăра олимп программине кĕрекен «кросс-кантри» хăнăхтарăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медале Канаш хулин хĕрĕ Ксения Кириллова çĕнсе илчĕ. Ксюшăн аллипе ури çăмăл пулчĕç темелле. Çитес кунсенче чăваш студенчĕсем пĕрин хыççăн тепри кĕмĕл е бронза медаль çĕнсе илме пултарчĕç. Пурĕ вара - ултă медаль! Çакăн пек пысăк çитĕнÿ Чăваш Ен физкультурăпа спорт аталанăвĕн историйĕнче халĕччен нихăçан та пулман.

Универсиадăн виççĕмĕш кунĕнче каçхине йывăр атлетсен турнирĕнче икĕ енлĕ кĕрешÿре Вăрнар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, кăçал Шупашкарти олимп резервĕсен училищине пĕтернĕ Вячеслав Ластухин иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕр-шывĕпе паллă çамрăк штангистпа тата унăн тренерĕпе, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Геннадий Ивановпа тунти кун Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче тĕл пултăмăр. Китайран тин çеç килсе çитнĕ пăхаттирсене кунта республикăн физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Мельников, паллă атлетсемпе тренерсем, журналистсем, çывăх юлташĕсемпе тăванĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вокзалăн перронĕ çинчех хăйне евĕрлĕ пресс-конференци иртрĕ.

- Йывăр атлетикăпа туслашма мана Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Георгий Семенов тата поселокри тренер Юрий Агилов пулăшрĕç. Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренме пуçласан Пĕтĕм Союзри ăмăртусен çĕнтерÿçипе, йывăр атлетикăн республикăри федерацийĕн ертÿçипе Геннадий Ивановпа паллашрăм. Вăл паян та манăн тренер. Геннадий Геннадьевич ертсе пынипе эпĕ виçĕм çул Раççейри çамрăксен чемпионатĕнче çĕнтертĕм, пĕлтĕр вара пысăк турнирсенче çĕр-шыври çитĕннĕ чи вăйлă штангистсемпе пĕрле тупăшма пуçларăм. Универсиадăра кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнăшăн питĕ савăнатăп. Тĕп тĕллев - Лондонри XXХ Олимп вăййисене хутшăнма путевка çĕнсе илесси, - терĕ унта Вячеслав Ластухин. Шэньчжэньри Тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ ăмăртусенче Раççей чысне хÿтĕленĕ чăваш хĕрĕсем пурте медальсем çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен чи малтан Марина Максимова палăрнă. Вăл утă уйăхĕн варринче Шупашкарта иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче сăнă ывăтассипе Ставрополь крайĕнчи Олимп вăййисен чемпионкине Мария Абакумовăна кăна выляса ярса кĕмĕл медале тивĕçнĕччĕ. Хальхинче Китайра вара чăваш пики Кăнтăр Африка Республикинчи Санет Вильжоена выляса ярса каллех “кĕмĕл” çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ эрне варринчех хăвăрт утакансем вăй виçнĕ. Хĕрарăмсен 20 çухрăмлă дистанцийĕнче малти виçĕ вырăна Испани студентки Джулия Такач Ниргес, Раççей чысне хÿтĕленĕ тĕнче спорт мастерĕсем - Саранскри Татьяна Шемякинăпа Муркаш районĕнчи Кашмаш хĕрĕ Нина Охотникова йышăннă.

Красноармейски районĕнчи Яманак хĕрĕ Людмила Кузьмина та çĕр-шыв чемпионатĕнче, Максимова тантăшĕ пекех, кĕмĕл медале тивĕçнĕ. СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн Михаил Кузнецовăн вĕренекенĕн чи юратнă дистанцийĕ - 3000 метра чăрмавсем урлă чупасси. Хальхинче Людмила йывăр дистанцире Бинназ Услу турчанкăна кăштах выляса янă та Марина пекех кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Çакă та питĕ шеп!

Пирĕн республикăри спортсменсенчен Универсиадăра Вăрнар районĕнчи Çĕрпел пики Екатерина Горбунова ăмăртнă. Вăл икĕ уйăх каялла Мускавра иртнĕ çĕр-шыври çамрăксен чемпионатĕнче 5000 метрлă дистанцире çĕнтернĕччĕ. Хальхинче Екатерина тренерсем сĕннипе Универсиадăра 1500 метра чупнă. Çак вăтам дистанцие Катя 4 минут та 06,16 çеккунтра вĕçленĕ. Лайăх кăтарту! Анчах та çивĕч кĕрешÿре пирĕн ентеш Асли Алпеткин турчанкăпа Украинăри Анна Мищенкăна çур çеккунта яхăн выляса ярса виççĕмĕш вырăн кăна йышăннă.

Ытлари кун Шэньчжэньре савăнăçлă самантра XXVI çуллахи Универсиада хупăннă. Тĕнчери студентсен чи пысăк ăмăртăвĕсем 2013 çулхи утă уйăхĕнче Тутарстан тĕп хулинче пуçланĕç. Универсиадăн тĕп ялавне Китайра Хусан хулин мэрĕ Ильсур Метшин йышăннă. Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Тутартсан Республикин кунĕнче, Хусан хулин тĕп тÿремĕнче Универсиадăн ялавĕ Атăл çине килнĕ ятпа спорт уявĕ пуçланать.

Тутарстан спортсменĕсем те Китайра вĕçленнĕ XXVI Универсиадăра нихăçанхинчен те ăнăçлăрах ăмăртнă. Вĕсем пурĕ 14 медале - ултă “ылтăн”, виçĕ “кĕмĕл” тата пилĕк “бронза” - тивĕçнĕ. Çакна палăртма уйрăмах кăмăллă: Шэньчжэньре Универсиада пуçланнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă парадра Раççей патшалăх ялавне Пăлхар хулин пăхаттирĕ, йывăр атлетика енĕпе Европăн кăçалхи чемпионĕ Андрей Деманов йăтса пычĕ. Вăл хальхинче Китайра 94 килограмлă штангистсен ушкăнĕнче ăмăртса ылтăн медале тивĕçрĕ.



"Хыпар"
31 августа 2011
00:00
Поделиться
;